Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Çĕнтерÿ – савăнăç, ирĕклĕх тата ырăлăх символĕ

00:00 11 мая 2011 г.

66 çул иртрĕ пулин те вăрçă çухатăвĕ пирĕн чунсене йывăрлăхпа пусать. Тăватă çула тăсăлнă вăрçă кашни çемьере хура йĕр хăварнă, ăна пула кашни çемьере тенĕ пек ашшĕсĕр, ывăлĕсĕр, пиччĕш-шăллĕсĕр тăрса юлнă. Ирĕклĕхпе никама пăхăнманлăхшăн вилĕмрен хăрамасăр, пурнăçĕсене шеллемесĕр пирĕн районтан тăшманпа çапăçма 11 пин те 526 çын çĕкленнĕ. Шел, Аслă Çeнтерÿ 27 миллион ытла çын, вăл шутран Вăрнар тăрăхĕн 5 пин те 597 ывăл-хĕрĕн, вилĕмĕпе туптаннă.

Аслă Çĕнтерÿ уявне çулран çул чаплăран та чаплă паллă тăватпăр. Шел, вăрçăра çапăçнисен пысăк пайĕ çакна кураймасть, вăрçă суранĕсем нумайăшне вăхăтсăр пурнăçран уйăрнă. Районта та акă паян паттăрсен йышĕнчисем 142-ĕн (пĕлтĕр 170-ĕнччĕ) кăна тăрса юлнă.

– Эпир вĕсене, çамрăкла алла пăшал тытма тивнĕ çĕнтерÿçĕ-ăру салтакĕсене, ĕмĕрсем хушши асра тытса пыратпăр. Тыл ĕçченĕсен ырми-канми ĕçне пысăка хурса хаклатпăр, вăрçа пула куççульлĕ ачалăхра ÿснисем умĕнче пуçа таятпăр, – терĕ район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Аслă Çĕнтерÿ уявне уçнă май. Тĕнчене кисретнĕ вăрçăн историлле саманчĕсене аса илтернĕ май вăл Хĕç-пăшаллă Вăйсен, совет халăхĕн Çĕнтерÿри паттăрлăхĕ çулсем иртсен те хăйсен мухтавне çухатманнине каларĕ. «Паян эпир пирĕн аттесемпе асаттесем Çĕнтерĕвне хамăрăн пĕтĕм ĕçе халаллатпăр. Кăçалхи çуркунне вăраха тăсăлчĕ пулин те аграрисем çур акине кĕске вăхăтра, пахалăхпа вĕçлеме тăрăшаççĕ. Çуртрисене 3,5 пин гектар çинче акса хăварнă. «Мураты» хуçалăхра çĕр улми лартма тухнă. Çĕнтерÿ мухтавĕпе, çĕнтерÿçĕ-ăру мухтавĕпе эпир кăçал иртнĕ çул тÿснĕ çухатусене «тултарма» тăрăшăпăр», – терĕ вăл.

Республикăн Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов – Чăваш ен Правительствинчен, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников депутат – Чăваш Патшалăх Канашĕнчен, вăрçă участникĕ Вăрнарта пурăнакан Галина Тимошина – хăйĕн паттăрсен ăрăвĕнчен, Раççей Президенчĕн Чăваш енри полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Анатолий Григорьев – Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» юлташлăхăн регионти обществăлла организаци ятĕнчен, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов – мĕн пур ял хуçалăх ĕçченĕнчен Çĕнтерÿ саламĕсем çитерчĕç.

Аслă Çĕнтерÿ уявне чăннипех те Тăван çĕршыв историйĕн урокĕпе танлаштарма пулать. Трибуна умĕнче саксем çине вырнаçнă кăкăр тулли медаль-орденлă вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсем çак историе чĕррĕн çыраканĕсем. Паян эпир вĕсем çине тав туса, мухтанса пăхатпăр. Шел пулин те, çак сак çулран çул пушанса пырать. Нумай ялта вĕсем пачах çук. Алексей Максимович Максимов акă Мăньял Хапăсра вăрçă участникĕсенчен пĕчченех тăрса юлнă. «Çак вăрçă этем историйĕнче юлашки пултăр, ун синкерлĕхне урăх никам та ан пĕлтĕр!» – терĕ хăюллă танкист хăйсене валли чаплă уяв йĕркелесе панишĕн чĕререн савăннине пĕлтерсе. Пичĕ çинче пăчăртаннă куççульне те сисмерĕ вăл, чечексемпе, тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, транспарантсемпе илемлетнĕ колоннăсем çине тав туса пăхса.

Кĕçех паттăрсен ăрăвĕ шкул ачисем парнеленĕ чĕрĕ чечексен ытамне путрĕ. Асăну паркĕнчи монумент умне гирляндăсемпе чечек кăшăлĕсемпе пĕрле Чăваш ен Президенчĕ Михаил Игнатьев ячĕпе чечек карçинкки вырнаçрĕ.

Иртнĕ çултанпа ырă йăлана кĕртнĕ музыкăпа хореографи композицийĕ кăçал та тыткăнларĕ. «Химик» спорт клубĕн стэп-аэробика ушкăнĕн чĕрлĕх кĕртекен спорт ташши, шкул ачисен, культура ĕçченĕсен площадьре сарăлнă çаврăмĕсем мирлĕ пурнăç савăнăçне сăнларĕç. Уяв парадне яланхиллех çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем – Калининăри вăтам шкулти, Вăрнарти 29-мĕш училищĕри тата ял хуçалăх техникумĕн кадечĕсем, «Патриот» çарпа патриотизм клубĕн членĕсем – ура-уран утса уçрĕç, автомашинăсен колонни çар пулăмĕсен историне аса илтерчĕ. Районти чи ăста учительсен, маттур спортсменсен, предприяти-организацисен илемлетнĕ колоннисем трибуна умĕпе «Ура!» кăшкăрса иртсе чукун çул вокзалĕ çывăхĕнчи Çĕнтерÿ площадьне çул тытрĕç. Парад вĕçĕнче – вăрçă участникĕсем, ветерансемпе тыл ĕçченĕсем, алран-алă тытăнса вăрçă юррисене шăрантарчĕç. Çак савăнăç районти культурăпа кану паркĕнче тăсăлнă уявра та сÿнмерĕ. Кунта «уйри кухня» ĕçлерĕ. Мухтава тивĕçлĕ ăру салтак пăттине çинипе пĕрле 100-шер грамм «фронтовой» тутанчĕ çеç мар, çамрăклăха аса илсе хăйсен вăхăтĕнчи юрăсене аякка юхтарчĕ, çăмăлрах кĕлеткеллисем ташласа та илчĕç. Пĕри те тепри пырса çупăрларĕ-ыталарĕ вĕсене, алă тытрĕ, пуç тайса саламларĕ.

66-мĕш хут паллă турăмăр Аслă Çĕнтерĕвĕн уявне. Асăну скверĕнчи Салтакпа Амăшĕн палăкĕ, салтаксен тăванла вил тăприйĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă чукун çул вокзалĕ умĕнчи палăк умне выртнă чĕрĕ чечексем, чечек кăшăлĕсем Çĕнтерÿ чапĕ çулсем хушши вилĕмсĕр çулăмла ялкăшнине çирĕплетрĕç...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика