Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тен, тасатмаллах…

09:16 03 февраля 2016 г.

Вырсарникун курнă ÿкерчĕк халĕ те куç умĕнчен каймасть. Советски урамĕнче (К.Маркс урамĕпе хĕресленнĕ вырăнтан тытăнса) хырманнипе çÿллĕленсе кайнă утма çулран пĕчĕк хĕрача чăкĕл-мекĕл туса автомобиль çулĕ çине çаврăнса ÿкрĕ. Юрать, çак вăхăтра ку вырăнта атомобиль пулмарĕ, унсăрăн ача тÿрех урапасем айне лекетчĕ...

Чăн та, кунтан утма ытла та хăрушă. Халĕ, çанталăк ăшăтнă май, çул талккăшĕпех пăрланса ларнă. Ача мар, асли те шуса ÿкме пултарать.

Ку ыйтупа редакцие килекен те, шăнкăравлакан та пулчĕ. «Эпир кунтан кашни кун стадиона утатпăр. Ачасем спорт объекчĕсене йышлăн çÿреççĕ. Çитменнине, автомашинăсем ик еннелле те çил пек вĕçтереççĕ, пĕр еннелле кăна çÿреме юрать пулин те. Пĕр вăхăт ку лаптăка вуçех те хупса хунăччĕ», – пĕлтерчĕ пĕр хисеплĕ ветеран тротуара тасатса тăманнишĕн пăшăрханса.

Ку лаптăкра кĕркунне кăна çĕнĕ тротуар сарчĕç. Анчах та, шел, ăна юр ларнăранпа пĕрре те хырмарĕç.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика