Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Лава пĕччен туртма йывăр. Çырури йĕркесене пурнăçлама кашнин тÿпе хывасчĕ

08:38 29 января 2016 г.

Татьяна ЕФИМОВА,

Калининăри вăтам шкул директорĕ:

– Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн черетлĕ Çырăвне пĕр ăстрăмпа, пĕр еккипе вуларĕ. Ырăлăх, ăнăçлăх тата аталану патне туртăнма хистекен документ. Чăвашла та, вырăсла та, чи кирли – кашни çын ăнланмалла уçса пачĕ ăна вăл. Нихăш сферăна та, нихăш отрасле те тимлĕхсĕр хăвармарĕ.

Ĕç çыннисене манманнине ырласа палăртмалла. Пуçаруллă, кăтартуллă учительсене сумлă укçан хавхалантарма шутлани пархатарлă.

Тĕрĕссипе, Чăваш ен Пуçлăхĕ халăх ырлăхĕшĕн тăрăшни унăн пĕтĕм ĕçĕнче аван палăрать. Çакна суккăр çын кăна курмасть, совеç çук çын кăна ăнланмасть. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕкленчĕç, шкулсене патшалăх енчен мĕн чухлĕ пулăшу килчĕ, пушă çĕрсем пайтах çаврăнăша кĕчĕç, нанотехнологи аталанать, Чăваш Республикине çĕршыв таран ырласа палăртаççĕ.

Çырури кашни сăмах Михаил Игнатьевăн чĕри витĕр тухрĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ çакна çынсем ăнланманнишĕн пăшăрханса та илтĕм. Хăшпĕрисем ытла та чыссăрланса пынишĕн. Пĕр тĕслĕхе кăна илем. Районта акă çынсене çĕрĕшнĕ çуртран куçарма хăтлă çурт çĕклсе лартрĕç. Ăна тивĕçнисем кунта пĕр пус та, пĕр ĕç те хывман. Çав вăхăтрах вĕсене е балкон çукки килĕшмест, е тата темтепĕр. Савăнас вырăнне вĕсем пуçлăхсем ячĕпе çăхавсем вĕçтереççĕ. Хăрушла намăссăрлăх мар-и çакă;

Тĕрĕссипе, кунашкал çуртсем ĕçлекен халăхăн укçипе çĕкленеççĕ. Çакна ăнланмаççĕ те вĕсем. Хăшĕсем патшалăхран пулăшу кăна кĕтсе лараççĕ, хăйсен ĕмĕрĕнче пĕр пăта та çапса курман е ĕçкĕпе кăна иртĕхеççĕ. Эпир пур темиçешер çул кредит тÿлесе пурăнатпăр. Пирĕн коллективра акă çемье хуçалăхне аталантарма кашниех банксенчен кивçен илнĕ. Лару-тăруран тухас тесе выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, икшер ĕне тытакан та пур. Кÿлхĕрринчи Владимир Ржанов Шупашкартан Çырăва итлесе таврăннă май лайăх сăмахсем каларĕ: çын ĕçлемесен выçă юлать. Хăй вăл сусăр пулин те 30 сурăх, виçĕ лаша, ĕнесем тытать. Тепĕр пĕччен хĕрарăмсем те тулли çемьесенчен çирĕпрех пурнăç тытаççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илмелле.

Шкулта ачасене кашнинчех тăнлантаратпăр: кахаллăх çынна этем пулма кансĕрлет, ÿркенмен çын кăна малалла каять. Ман шутпа, кахал, ÿсĕр, чирлĕ, выçă, çăткăн тата ним тума пĕлмен çынсем кăна ывăнаççĕ. Çынна ĕç кирлĕ. Ĕçлемелле, ĕçлемелле, ĕçлемелле – çакна кашни çыннăн асра тымалла.

Хамăр район, республика малалла кайтăр тесен пуçлăхсене вĕсем лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшмалла. Никамăн та «район пуçлăхĕ мĕн тăвать темелле мар, ман та хутшăнасчĕ» темелле. Лава пĕччен туртма йывăр. Пурин те чышкăри пек пĕр чăмăрккара пулмалла, çакăн чухне пурне те çăмăл пулĕ.

Чăваш тата çĕкленĕ-ха. Çакăн валли пире икĕ тĕп япала кирлĕ: сывлăх тата ăс. Паян эпир хамăрăн ачасене пурнăçа йĕркелеме ăс парсан хамăр миссие тултарнă теме пултаратпăр.

Пирĕн Михаил Игнатьев каланă сăмахсене ытларах халăх патне çитересчĕ, çĕршыв аталанăвне кашнин тÿпе хывмаллине ăнлантарасчĕ.

 

Эмма МАЛОВА,

учитель-пенсионер, Вăрнар.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш халăхĕ патне янă Çырăва питĕ тимлĕ итлерĕм, хумхантăм. Пирĕн республика пысăк çитĕнÿсем тунăшăн хĕпĕртерĕм, мăнаçлантăм. Ертÿлĕхĕн сывлăхĕ çирĕп, таса пултăр тесе чиркÿре литурги вăхăтĕнче заказлă обедни патăм. Путин, Игнатьева – пирĕн пултаруллă ертÿçĕсем, вĕсен ĕçĕсем питĕ йывăр, Турă вĕсене упраса, пулăшса пытăр.

Сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ çинчен калани ытларах килĕшрĕ. Врачсем тата учительсем хăйсен вăй-халне шеллемесĕр, тÿрĕ кăмăлпа, хăйсен вăхăчĕсене, хĕрхенмесĕр ĕç хыççăн та ĕçлени вĕсене ытларах хисепе хумалли çинчен аса илтерет. Çамрăк специалистсене пулăшу кирли тата врачсемпе учительсене хавхалантармалли мерăсем çинчен каларĕ.

– 2016 çул – ,ç çыннин çулталăкĕ. Тăрăшса ĕçлекенсене, пултаруллă çынсене, хăйсен профессипе халăха тата хамăр республикăна, çĕршыва пысăк усă тăвакансене яланах пулăшса, вĕсене ĕçлеме лайăх услови туса памалла, – терĕ М.Игнатьев.

Спорт, кино, туризм, профориентаци, предпринимательство, бизнес, ял хуçалăхĕ, инвестицисем, инновации программисем, строительство тата ытти те, пур енĕпе те питĕ пысăк тимлĕхпе, чун-чĕререн калаçни палăрчĕ.

М.Игнатьев юлашкинчен каланă сăмахсем мана питĕ килĕшрĕç: «Пирĕн пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле. Пĕрлĕхре – пирĕн вăй».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев каланă сăмахсене ырлатăп. Эппин, хамăр чĕресемпе, хамăр шухăшăмăрсемпе чăн-чăнах пĕрле пулар.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика