Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

10:11 25 января 2016 г.

Район администрацийĕн залĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пĕлтĕрхи ĕç-хĕле тишкерсе тухрĕç тата кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Горбунов анлă доклад туса пачĕ. Вăл иртнĕ çулти кăтартусене пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Вячеслав Анатольевич çулталăк пуçламăшĕнче кăтартусене тишкерсе тухасси йăлана кĕнине палăртрĕ. Çитĕнÿсем çук мар, анчах мĕн тунипе çырлахса лармалла мар, малашлăха пăхса ĕçлемелле. 2015 çулта сĕт районĕпе 40775 тонна, аш-какай 6725 тонна туса илнĕ. Кăтартусем ÿсĕмпе çыхăннă. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕç-хĕлĕ уйрăмах курăмлă. Кунта пĕлтĕр аш-какай туса илесси 6187,2 тоннăпа танлашнă. Унчченхи çулхипе танлаштарсан, ÿсĕм 134,8 процент. «Сĕт туса илессипе эпир, иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх, республикăра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕмĕр», – терĕ докладчик. В.Горбунов хуçалăхсемпе фермерсен ĕçне уйрăммăн тишкерчĕ: лайăххисене асăннипе пĕрлех хăшпĕр çитменлĕхсене те пытармарĕ.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин выльăх-чĕрлĕхпе тата ăратлăхпа ĕçлекен пай пуçлăхĕ С.Мясникова пĕлтĕр республикăри ял хуçалăх продукцине туса илесси ÿснине пĕлтерчĕ. «Кашнин хăйĕн ĕç вырăнĕнче яваплăха туймалла, хастарлăха ÿстермелле», – шухăша уçса каларĕ Светлана Николаевна. Вăл сĕтрен чĕрĕ укçа килни кулленхи тăкаксене саплаштарса пыма пулăшнине палăртрĕ. Ветеринари станцийĕн начальникĕ В.Матвеев çапла каларĕ: «2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3314 ĕнене искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ. Хуçалăхсенче ветеринарипе профилактика мероприятийĕсене ирттернĕ. Сĕт пахалăхне те тĕрĕслетпĕр». Çавăн пекех Владимир Николаевич кăçал ветеринари учрежденийĕсенче пурлăх базине çирĕплетесси çине пысăк тимлĕх уйăрассине каларĕ, ытти тĕллевсене те уçăмлатрĕ. Чăваш енĕн патшалăх ветеринари лабораторийĕн ертÿçи А.Нестеров диагностика кăтартăвĕсене уçса пачĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн ĕçченĕ И.Кошкина кредитсен процент ставкисемпе паллаштарчĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Н.Аливанов производство ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ, хăвата ÿстерме майсем татах та пуррине уçăмлатрĕ.

Тухса калаçакансем нумайăн пулчĕç. Вĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç, пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Николаев канашлу ĕçне пĕтĕмлетрĕ, 2016 çулхи плансене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика