Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ферма ĕçченĕшĕн канлĕх çук

10:41 26 декабря 2015 г.

«Кольцовка» агрофирмăра пире – тăватă çынран тăракан ушкăна – ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Ферма ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарассине Людмила Храмова зоотехник хăй çине илчĕ.

– Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Фермăра ĕçлекенсем пурте тăрăшуллă, пĕрне те хурлама пултараймастăп. Çамрăксем те пур пирĕн патра, – терĕ вăл.

Зоотехник хăйĕн хыççăн утма ыйтрĕ. Эпир ăна хирĕçлеме пултараймарăмăр, темиçе минутран пăрусем тăракан витене çитсе кĕтĕмĕр. Тÿрех пĕр çамрăка асăрхарăмăр. Каччă ферма ĕçченне тимлесех тем ăнлантаратчĕ. Пурте ун патне пырса тăтăмăр. Пĕр-пĕринпе алă тытсах паллашрăмăр. Александр Егоров çамрăк-ха, çирĕм пĕр çулта кăна. Апла пулин те вăл тус-тантăшĕсем пек хулана кайман, Вăрнарти техникумран фельдшера вĕренсе тухсан «Кольцовка» агрофирмăна килсе ĕçе вырнаçнă.

– Эпĕ хамшăн техникумра илнĕ пĕлÿ çителĕксĕр тесе шутлатăп, çавăнпах кăçал Хусанти пĕр вĕренÿ заведенийĕн студенчĕ пулса тăтăм. Куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илесшĕн, – пĕлтерчĕ Александр Егоров.

Каччăна выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă ĕç хăратмасть. Хăш-пĕр кунсенче канăçа йăлт çухатать: ара чирлĕ пăрăва тимлĕх кирлĕ-çке. Çамрăк специалист вара хăй мĕн пĕлнине пурнăçра усă курма тăрăшать. Аван ăнланать: ĕç сан çумна куршанак пек çыпçăннинчен хăрамалла мар, опыт тени тăрăшулăха пула çеç пухăнса пырать.

Ку витерен тухсан авланман тепĕр çамрăкпа та паллашма май килчĕ. Андрей Павлов шкул пĕтернĕренпе те фермăран уйрăлмасть. Сăлтавне çийĕнчех уçăмлатрĕ: кунти ĕç килĕшет. ,несем сăвать каччă. Çапла, ан тĕлĕнĕр, тивĕçе тулли кăмăлпа пурнăçлать.

– Выльăхсене ял урамĕнче чупса çÿрекен вĕтĕ-шакăр ачасем пекех юрататăп. Хула канлĕхĕ, унăн асамĕ илĕртмест мана. Ялтах лайăх, ирпе фермăна пырса кĕрсен ĕнесем сана кĕтнине çав самантрах сисетĕп. Вĕсем ман çине пăхса сасă пани чуна хăпартлантарса ярать, – кăмăллăн пуплерĕ Андрей Павлов.

Унран уйрăлсан ĕнесем тăракан витене кĕтĕмĕр. Ăçта ан пăх – унта тасалăх.

– Ку витене кăçал тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, – ăнлантарчĕ Людмила Храмова зоотехник. – ,çсене механизацилеме май килчĕ.

Чăнах та, вăл каланă пекех, витене трактор пырса кĕчĕ.

– Выльăх апатне тракторист пĕчченех, тепĕр çын пулăшăвĕсĕрех, валеçсе тухĕ, – калаçăва тăсрĕ ферма ĕçченĕ.

Траншейăри силоса е сенежа тиемелле-и, кун валли ятарласа хăватлă техника пур. Ют çĕршывра туса кăларнăскер. Унпа ĕçлеме те меллĕ иккен. Çакна тракторист та, агрофирма ертÿçи те çирĕплетсе пачĕ.

Районти ветеринари станцин пуçлăхĕ Владимир Матвеев, «Агро-инноваци» организацин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгений Алексеев, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов фермăри ĕç-хĕле лайăх йĕркеленине палăртрĕç. Агрофирмăра кăçал кашни выльăх пуçне 42 центнер апат единици хатĕрленĕ. Утă 210 тонна, сенаж 2500 тонна, силос 1800 тонна янтăланă. Цифрăсем фермăра выльăх апачĕ пуррине çирĕплетеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче тăрăшакансене ĕçне кура тÿлеççĕ: тĕрлĕ çулсенчисем тимлеççĕ, вăтам е аслă çулсенчисемпе танах çамрăксем те ферма ĕçне килĕштерени мăнаçланма май парать. Çавăнпа çирĕппĕнех çапла калама пулать: «Кольцовка» агрофирма аталанать, самана кăларса тăратакан йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла талпăнать, кăтартусене лайăхлатса пырать.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика