Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПИРĔН КĂÇАЛ ТА ИКĔ ГРАНТ

26 апреля 2008 г.

Мониторинг тишкерĕвĕсем тăрăх, ку шкултан вĕренсе тухакансенчен 45 проценчĕ республикăри тата çĕршыври аслă вĕренÿ заведенийĕсене тÿлевсĕр майпа вĕренме кĕрет. Медалистсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать... Аçăмçырминчи вăтам шкул коллективĕн мăнаçланмалли чăнахах пур. Çичĕ çул ытла ĕнтĕ вăл Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн база шкулĕ шутланать. Кунта паян хамăр районти çеç мар, ытти районсенчи ачасем те пĕлÿ пухаççĕ.

Паян Аçăмçырминчи шкулăн çитĕнĕвĕсем çинчен калаçма сăлтавĕ уйрăмах пысăк. Вăл – Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ шкулсенчен пĕри. Çавăн пекех пĕр миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул та тивĕçнĕ.

Аçăмçырмисене илес пулсан иртнĕ çул вĕсем Чăваш ен Президенчĕн хавхалантăрăвне – 200 пин тенкĕне тивĕçнĕччĕ. Коллектив вĕрентÿ тата ертсе пырас ĕçсен практикине çĕнĕлле аталантарассине çÿлте тытать. Шкулта тĕрлĕ кружоксем, спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене вĕренекенсен 95 проценчĕ явăçнă. Кăтартăвĕсем алă тупанĕ çинчи пек: предмет олимпиадинче аçăмçырмисем çулсерен призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Нумаях пулмасть 10-мĕш класри Мария Михайлова нимĕç чĕлхипе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çăмăл атлетсем район чемпионатĕнче чи хăвăрттисем пулчĕç, республикăра çĕнтерчĕç.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн та приоритетлă ĕçсем сахал мар. Вăл паян, ресурс центрĕ шутланнă май, интернет уçлăхĕнче шкулсен хутшăнăвне йĕркелеме вĕрентÿ пĕрлĕхне туса хурассипе тимлесе ĕçлет. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе тата Хусанти социаллă гуманитари колледжĕпе тачă çыхăну тытни вĕренекенсен пĕлĕвĕ çинче яр уççăн курăнать: патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсемпе – лайăххисем шутĕнче, олимпиада-конкурссенче, наукăпа практика конференцийĕсенче – чи маттуррисем...

Асăннă вĕренÿ учрежденийĕ «Тулли кунлă шкул» федераллă экспериментпа республикăра та палăрнăччĕ. Сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, вĕрентÿпе пултарулăха аталантарасси, уйрăмах талантлă ачасене хавхалантарасси, юлса пыракансене пĕлÿ тĕнчипе туслаштарасси... – педагогсем хăйсем умне лартнă тĕллевĕсем пысăк.

Вăрнар районĕ грантсен шучĕпе кăçал та чи малта. Миллионер-шкулсем пиллĕке çитрĕç. Малтанхи çулсенче патшалăх пулăшăвне Калининăри, Ярмушкари, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулсем тивĕçнĕччĕ.

Кăçалхи конкурса пĕтĕмпе районти вунтăватă шкул хутшăннă.

Сăмах май, иртнĕ эрнере Вăрнарти ача-пăча пултарулăх çурчĕ те ачасене хушма пĕлÿ паракан учрежденисем хушшинче ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри виççĕмĕш конкурсăн республикăри тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика