Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНТЕРŸ КУНĔ – АЧАСЕН КУÇĔПЕ

26 апреля 2008 г.

Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ ачасемпе çамрăксем хушшинче творчество ĕçĕсен конкурсне ирттерет. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитнине халалланă.

Раççей историйĕнче Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне ÿстерес, вăл наци шухăшлавĕ çине витĕм кÿнине палăртас тата çамрăксене патриотла воспитани парас, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллевлĕ конкурс темиçе номинаципе иртет: «Чи лайăх сочинени (творчество ĕçĕ)», «Чи лайăх ÿкерчĕк», «Чи лайăх сăн ÿкерчĕк», «Алăпа ăсталанă чи лайăх ĕç».

Творчество ĕçĕ валли палăртнă темăсем: «Манăн килти медаль», «Çĕнтерĕве тылра та туптанă», «Манăн çемье – çĕршыв хÿтĕлевçи», «Манăн асатте – çĕнтерÿçĕ!», «Çĕнтерĕвĕн хакĕ», «Вĕсем Тăван çĕршывшăн кĕрешнĕ» (вăрçă участникĕсен аса илĕвĕсем, вăрçă çинчен калакан шухăшсем т. ыт. те).

Конкурс виçĕ ÿсĕмпе иртет: 7 çулчченхи ачасем; 1–7-мĕш классенче вĕренекенсем; аслă классенче, училище-техникумсенче вĕренекенсем.

Ĕçсене «Единая Россия» партин Чăваш енри регион уйрăмне (Шупашкар хули, Ленинградски урамĕ, 32-мĕш çурт) тата вырăнти уйрăмсене ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене лауреат дипломĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чыслĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика