Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурал шанчăклă

23 апреля 2008 г.

Ытти çынсем пек хура тар тăкса укçа ĕçлесе илес вырăнне ют пурлăха çаратса-вăрласа пуяс текенсен, теприсене усал тăвас шухăшлă çынсен, шучĕ чакмасть. Çамрăксенчен те нумайăшĕ халĕ аслă шкулсенчен вĕренсе тухса çĕршыва юрăхлă пулма мар, «чăнкисен» йышне кĕме ĕмĕтленеççĕ. Вăрăсем кĕрессинчен хăйĕн кил-çуртне никам та страхласа хураймасть, анчах преступление асăрхаттарма май пур. Киревсĕр шухăш тытнă вăрра мĕнле чарма пулать тетĕр пуль... Хуравĕ ансат: хваттере е çурта районти ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмне сыхлама парса. Уйрăм çуртсем кăна мар, килĕшÿ тунă предприяти-организацисен пурлăхĕ те шанчăклă алăра. Хурал эффективлăхне ăнланнине кура сыхлава панă объектсен йышĕ çулсеренех хушăнса ÿссе пырать. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама тата халĕ сĕнекен çĕнĕ хÿтĕлев меслечĕсемпе паллаштарма шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕ çумĕнчи ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕнчи хуралăн пĕрлештернĕ пульчĕн пуçлăхне Владимир Михайлович Артемьева ыйтрăмăр.

– Владимир Михайлович, хурала паракан объектсен шучĕ ÿссе пыни сире шаннине пĕлтерет пулĕ;

– Чăнах та, хурал уйрăмĕн хÿттинче шутланакан объектсем шанчăклă сыхлавра, харпăрлăх тытакансен пурлăхне пăхса-асăрхаса тăрассине туллин тивĕçтеретпĕр. Пире шанакансен иккĕленме нимĕнле сăлтав та çук. Хурала илнĕ объектсенче, хваттерсенче преступленисем çырăнманни те çакна яр уççăн çирĕплетет. Ку объектсенчи пурлăха хапсăнма хăтланакансем хăйсен хура ĕçне пурнăçлаймаççĕ, тÿрех уйрăм сотрудникĕсен аллине лекеççĕ.

Ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕ паянхи куна 64 объекта, 17 хваттере, уйрăм çынсен пурлăхĕ упранакан 9 вырăна пăхса-асăрхаса тăрать. Вĕсенче пĕринче те нимĕнле пăтăрмахлă ĕçсем те пулса иртмен. Пирĕн службăн шанчăклăхне чылай предприяти-организаци ертÿçисем, хваттер-çурт хуçисем туйса илчĕç. Акă, кăçалхи виçĕ уйăхра унччен сыхлавра пулман 4 объекта – «Лидер» лавккана, РФ Миграци службин Чăваш енри управленийĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмне, Перекет банкĕн хушма офисĕн урамри банкоматне, «Мила» комплекса – тата икĕ хваттере хураллама килĕшÿ туса çирĕплетнĕ.

Хăрушлăх çинчен васкавлăн пĕлтерекен сигнализацие лартассине хальччен телефон линийĕ урлă пурнăçланă. Çыхăну аппарачĕ çук çĕрте кун пек хатĕрсене вырнаçтарасси пирки калаçма та пултарайман. Паянхи, пысăк технологисем хуçаланакан тапхăрта, тума пултарайманни нимĕн те çук, пирĕн ĕçе те çĕнĕлĕхсем хăй вăхăчĕпе кĕрсе пыраççĕ. Халĕ, сăмахран, радиоканал çыхăнăвĕпе усă курса тĕрлĕ учрежденисене, çуртсене пĕр чăрмавсăрах хамăр хÿтте илме май пур. Кун пек чухне телефон пурри е çукки пĕлтерĕшлĕ мар. Вăрă-хурахсенчен хÿтĕленмелли тепĕр меслет те сĕнетпĕр – мобильнăй çыхăну урлă. Сирĕн хваттерте е уйрăм çуртра малтанхи пекех сигнализацие монтаж тăваççĕ. Енчен те сирĕн пурлăха çаратас е урăх усал шухăш тытнă çын кĕме тапратрĕ-тĕк, çакăн çинчен хыпар тÿрех хăвăрăн кĕсье телефонĕ çине килет. Сăмах май, çакнашкал сигнализацисем вырнаçтарма Çавалкасран, Пăртасран заявкăсем илтĕмĕр. Татах та кăмăл тăвакан çынсем пулсан ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмне пыма чĕнетпĕр.

– Ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн сотрудникĕсем поселокри йĕркелĕхе тытса пыма та хутшăнаççĕ ĕнтĕ;

– Пирĕн уйрăм харпăрлăх тытакансен пурлăхĕн сыхлăхне тивĕçтерессипе, хамăр пăхса тăракан объектсенче вăрланă-çаратнă тĕслĕхсем пулассине тата патруль маршручĕсенче преступленисене асăрхаттарассипе, саккуна пăсакансене тытса чарассипе ĕçлет. Сотрудниксем профилактика мероприятийĕсене те активлă хутшăнаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта, акă, административлă право нормисене пăснă 269 çынна шалти ĕçсен пайне çитернĕ: 10-шне – хулиганла ĕçсемшĕн, 259-шне – обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн. Саккунпа килĕшÿллĕн, ача-пăча, вĕрентÿ учрежденийĕсенче, медицина тата культура организацийĕсенче, обществăлла транспортра сăра е ун никĕсĕнче хатĕрленĕ шĕвексене ĕçме юрамасть. Çул çитмен çамрăксем урамра сăра кĕленчипе утни те – йĕркене пăсни. Ку саккуна пурнăçа кĕртессине халĕ уйрăмах пысăк тимлĕхе илтĕмĕр.

Хурал сотрудникĕсем кунсеренех патруль маршручĕ çине тухнă май, виçĕ уйăхра виçĕ преступление (вăрланă 2 тĕслĕх, пĕр хулиганла ĕç) уçса пама, 4 преступнике тытса чарма пултарнă. Акă январĕн 22-мĕшĕнче Вăрнар райповĕн суту-илÿ центрĕн апат-çимĕç уйрăмĕнчен укçа тÿлемесĕрех шурă эрех илсе тухма хăтланнă. Анчах ку арçыннăн çулне сутуçăсем пÿлнĕ, уйрăм сотрудникĕсем темиçе минутра вырăна çитсе ăна çулса илнĕ. «Магнит» лавккаран кăлпасси çаклатса кайма хатĕрленнĕ арçынпа та çакнашкалах пулса тухнă. Сутуçăсем милицие васкавлăн чĕнмелли кнопкăна пуснипе, вăрра тарса çухалма паман.

Каласа хăвармалла, килĕшÿсем туса, тĕрлĕ учрежденисене те, сăмахран налук инспекцине, милици хуралне тухатпăр. Çапла, 2005 çултанпа ЧР Шалти ĕçсен министерствин «Охрана» ФГУП филиалĕ йĕркеленнĕ. Унăн тытăмне кĕрекен ĕçченсем – пирĕн сотрудниксемех – ĕç вăхăтĕнче Перекет банкĕн Вăрнарти хушма офисне, Ял хуçалăх банкĕн районти уйрăмне, Вăрнарти икĕ шкула тĕрлĕ пăтăрмахлă лару-тăру сиксе тухасран сыхлаççĕ. Çак тĕллевпех поселокри шкулсенче, училищĕре тата унăн общежитийĕнче, искусствăсен шкулĕнче милицие васкавлăн чĕнмелли кнопкăсем вырнаçтарнă.

– Районти уйрăмах пĕлтерĕшлĕ объектсен сыхлавĕ кирлĕ шайра-и;

– Обществăлла политика лару-тăрăвне кура, ведомствăна пăхăнман хурал уйрăмĕн терроризмла актсене асăрхаттарас тĕллевпе те тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тивет. Çавна май уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан объектсене, тĕслĕхрен, химикатсем е ытти хăрушă наркăмăшсем упранаканнисене, çынсем нумай пухăнакан вырăнсене çÿллĕ шайра сыхламалла. Паянхи куна пирĕн хурал зонинче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ 7 объект (вĕсенчен тăваттăшĕ килĕшÿ тунă), хăрушлăх кăларса тăратакан 16 объектран виççĕшне кăна, çынсем нумай пуçтарăнакан вырăнсенчен 12-шне (пĕтĕмпе 14) пăхса-асăрхаса тăратпăр. Ку ушкăна кĕрекен объектсенче, çав шутра хурала илменнисенче те, час-часах тĕрĕслевсем ирттеретпĕр.

Паллах, шанчăклă сыхлав валли уйăрнă укçа çилпе вĕçсе каймасть. Вăрланă-çаратнă тĕслĕхсем пулсан е хăрушлăх тухсан тăкакĕсем темиçе хут пысăкрах. Ăшăпа тивĕçтерекен котельнăйсенче, акă, пĕринче те хурал çук. Вĕсенче милицие васкавлăн чĕнмелли кнопка та пулин вырнаçтармаллах ĕнтĕ.

Хурал уйрăмĕпе килĕшÿсем çырман предприяти-организаци ертÿçисене те пурлăха йĕркеллĕ упрас тĕллевпе пирĕнпе пĕрле ĕçлеме сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика