Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем кĕртрĕç

23 апреля 2008 г.

Çурхи ăшă та çутă кунсем çитрĕç. Юр ирĕлсе пĕтрĕ, шывсем кĕрлесе юхрĕç. Кама савăнтармасть-ха ырă çанталăк; Анчах кама килĕшĕ-ха юр кайса пĕтнĕ хыççăн тухнă çÿп-çап, хăрăк турат тата çулçă куписем; Паллах, никама та. Çавăнпа та ака уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче Иртеменкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта тасалăх кунне йĕркелерĕç.

Чи малтанах йывăçсем çинчи хăрăк туратсене иртрĕмĕр. Аслăрах классенчи арçын ачасем ку ĕçе питĕ хастар хутшăнчĕç. Йывăç тураттисене çĕклемĕн-çĕклемĕн йăтрĕç. Хĕр ачасем те кая юлмарĕç. Шкул территоринчи çулçăсене кĕреплесе пуçтарчĕç. Кĕçĕн классем те аслисемпе танах вăй хучĕç. Çĕнтерÿ палăкне те тасатмасăр хăвармарĕç. Çапла, темиçе сехет хушшинче пурте пĕрле тăрăшнипе шкул таврашĕ тап-таса пулса тăчĕ. Пăхсассăн – чун савăнать.

Нумаях пулмасть тасалăх кунĕ Элмен Сунар ялĕнче те иртрĕ. Ачасем кил-çурт таврашĕнче, çырма-çатра хĕррисенче 368 çамрăк хунавсем лартса тухрĕç. Çак ĕçре С.Иванов тата С.Сидоров чи хастаррисем пулчĕç.

Халĕ манăн тăван шкул та, тăван ял та илемпе илĕртеççĕ. Эпĕ вара çынсем çак тасалăха тытса тăрассине шансах тăратăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика