Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ

23 апреля 2008 г.

Эпĕ Аçăмçырми шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренетĕп. Мана мĕн пĕчĕкренех çăлтăрлă тÿпе, тĕнче уçлăхĕ интереслентерет.

Чÿк уйăхĕнче вырăс чĕлхи учителĕ Л.Андреева республикăра «Тĕнче уçлăхĕнчи çын» сочиненисен конкурсĕ пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ унта савăнсах хутшăнтăм. Пуш уйăхĕнче Шупашкартан манăн ĕçе пĕрремĕш вырăна хурса хакланине, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Байконура кайма 30000 тенкĕ тăракан путевка çĕнсе илнине пĕлтерчĕç. Савăннипе çĕрĕпех çывăраймарăм.

Ĕмĕтленнĕ кун çитрĕ. Пире пысăк автобуссемпе Хусана илсе кайрĕç. Унта ТУ-154 самолет çине вырнаçса лартăмăр та çÿллĕ тÿпене вĕçсе хăпартăмăр. Пĕлĕтсенчен те çÿлерех. 9 км çÿллĕшĕнче, сехетре 800 км хăвăртлăхпа вĕçетпĕр тесе пĕлтерчĕç. Пире ун пек хăвăртлăхпа пынă пек те туйăнмасть. Пĕлĕтсене пÿрнепе тĕксе пăхас килет, мамăк тÿшек пек курăнаççĕ.

Казахстана çитсен тĕлĕнмелли тата нумай пулчĕ, унта вĕçсĕр-хĕрсĕр пуш-хир. Ÿсен-тăрансем, чĕр чунĕсем йăлтах урăхла.

Ю.Гагарин тата С.Королев пурăннă çуртсене илсе кĕчĕç пире. Гагарин музейĕнче пултăмăр. Унта космос историйĕн экспоначĕсене, тĕрлĕ ракетăсен макечĕсене, космонавтсен тум-тирне курма пулать.

Кайран «Буран» космос карапĕ патне илсе кайрĕç. Шала кĕрсех пăхрăм, питĕ интереслĕ.

Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче 13 сехетре космос карапĕ «Союз ТМА-12» старт илнине сăнаса тăтăмăр. Космонавтсем пирĕн ума тухса пире пурне те аллисене çĕклесе сывлăх сунса хăварчĕç те машина ăшне кĕрсе ларса карап енне кайрĕç.

Космос карапĕ малтанах ерипен хăпарчĕ, кайран хăвăртлăх ÿсрĕ. Эпир космос карапне мĕн курăнма пăрахичченех алă çупса ăсатрăмăр.

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхине 3 сехетре эпир Шупашкара çитрĕмĕр. Экскурсоводсем пире çакăн пек конкурссем татах пуласси çинчен пĕлтерчĕç.

Çакăн пек экскурси йĕркелекенсене манăн питĕ тав тăвас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика