Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă атлет Шупашкара килет

23 апреля 2008 г.

Мĕнпур вăхăтри тата мĕнпур халăхсен чи титуллă спортсменĕ – хăвăрт утассипе тăватă хутчен олимп чемпионĕ Роберт Корженевский – Шупашкара XXIII Тĕнче кубокне килме хатĕрленет. Паллах, паллă поляк старта тухмасть, вăл – Испанин пĕрлештернĕ командин тренерĕ. Каласа хăвармалла, 2003 çулта, Шупашкарта иртнĕ Европа кубокĕнче, çак команда Раççей арçынсемшĕн тĕп конкурент пулнăччĕ.

Корженевский хăвăрт утассипе олимп «тÿпине» тĕлĕнмелле хăпарнă спортсменсенчен пĕри – пĕр Олимпиадăрах вăл 20 тата 50 километрлă дистанцисенче харăсах икĕ ылтăн медаль çĕнче илнĕ. Ку 2000 çулта Сиднейри вăйăсенче пулнă. Ун чухне Чăваш ен скорохочĕ Владимир Андреев 20 километрта бронза призер пулнăччĕ.

Роберт Корженевский пурнăçри юлашки олимп дистанцине 2004 çулта Афинăра утнă. Ку ăмăртура, вăл стадионра пуринчен малтан курăнса кайсан, куракансем суперчемпиона ура çине тăрса тăвăллăн алă çупса саламланă. Çак кунтан çĕнĕ легенда çуралнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика