Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТСМЕНСЕН КАНМА ВĂХĂТ ÇУК

23 апреля 2008 г.

Ăмăртусен ытларах пайĕ канмалли кунсене лекнине спортсменсем хăнăхнă ĕнтĕ. Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун та вĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшрĕç. Вăрнар тăрăхĕн волейболисчĕсем, теннисисчĕсем тата чупуçисем района çĕнтерÿпе таврăнчĕç.

СĔТЕЛ ÇИНЧИ ТЕННИС. Патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен те шăматкун официаллă костюмсене спорт формисемпе улăштарма тивнĕ. Çапла тума вĕсене ку сферăра тимлекенсен VII спартакиади йыхравланă.

Сĕтел çинчи теннисла выляса мала тухассишĕн финалта пурĕ вунă команда тупăшнă. Район команди – социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист Владимир Федоров тата тĕп бухгалтерин бухгалтерĕ Алина Шоркина – зонăри турнирта иккĕмĕш пулнăччĕ. Пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрта хăйĕн ушкăнĕнче Элĕк, Комсомольски, Пăрачкав тата Шупашкар район администрацийĕсен командисемпе тĕл пулнă, пурне те 3:0 шутпа парăнтарнă. Финалчченхи вăйăсем те красноармейскисене çĕнтернипе вĕçленнĕ. Пĕрремĕш вырăншăн комсомольскисемпе тупăшнă, вĕсенчен те 2:1 шутпа выляса илнĕ, Кубока тата диплома тивĕçнĕ.

ВОЛЕЙБОЛ енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕн финалĕ Вăрмар поселокĕнче иртнĕ. Зонăри вăйăсенче çĕнтерсе унта пирĕн районти арçынсен команди те хутшăнма тивĕçнĕ.

Чемпионатăн малтанхи турĕсенче хĕрарăмсем те – Г.Павлова, Е.Кустина, С.Емельянова, Л.Ендерова, И.Петрова, А.Волкова, А.Григорьева, А.Сильвестрова, Т.Ермеева, О.Феофанова, М.Александрова – япăх мар ăмăртнăччĕ. Шел, районăн пĕрлештернĕ команди финала тухаймарĕ.

Арçынсем кăçалхи сезонра ăнăçлă вылярĕç. Çакă командăна ăста волейболистсем чăмăртаннипе те çыхăннă, ун йышĕнче паян Сергей Павлов, Костя Сидоров, Алексей Шоркин, Дима Паймулкин, Владимир Иванов, Вадим Кириллов, Александр Михайлов, Алексей Лавров выляççĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнчи вăйăсенче вăрнарсем сĕнтĕрвăррисен, вăрмарсен, каçал-енсен сечĕсене 2:0 шутпа выляса илнĕ. Тĕп парти уйрăмах çивĕч иртнĕ. Çакна финал пĕтĕмлетĕвĕсем те çирĕплетеççĕ: 22:24, 27:29. Шел, вăрнарсем майлă мар. Вĕсем кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Пĕрремĕшсем – пăрачкавсем.

ÇĂМĂЛ АТЛЕТИКА. Чупуçăсем иртнĕ эрне пуçламăшĕнче кăна районти стартра вăй виçнĕччĕ, вĕçĕнче вара республикăна тухрĕç.

1991–1992 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче икĕ километрлă дистанцире Аçăмçырми хĕрачи Таня Ефимова (халĕ Шупашкарти олимп резервин училищинче вĕренет) чи лайăх результат кăтартнă – пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ку дистанцирех Шĕнер Ишекри вăтам шкул хĕрачи Мальвина Михайлова та çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Сергей Политов виçĕ километрлă дистанцире улттăмĕш пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика