Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БАРАНОВСЕМ ĔÇПЕ ХИСЕПЛĔ

16 апреля 2008 г.

Мăньял Хапăсри Геннадий Никандрович Баранов чи ĕçчен те хисеплĕ çынсенчен пĕри. Хăй ытлах шÿтлеме юратмасть пулсан та, вăл 1944 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче – шÿтпе кулăш кунĕнче – çуралнă. Эпĕ астăвасса, унăн ашшĕ – Никандр Андреевич – «Гигант» колхозра уй-хир хуралçинче тимлетчĕ. Вăл çирĕп кăмăллине пула колхоз тыр-пулĕпе улăх-çаранне ял çыннисем нихçан та выльăх-чĕрлĕхпе таптаттарман. Ярса пăх-ха! Сурăх Миккантăрĕ хăй ĕçне пĕлет, явапне тытса та пĕтереймĕн.

Геннадий пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕнсе ÿснĕ. Çулла утă тавăрса пухма, амăшне виçсе панă тырă каçалăкне çурлапа вырма пулăшнă, лашапа кĕлте турттарнă. Хапăсри вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн техникăна юратакан ача Саратов тăрăхĕнчи Вольск хулинчи профессипе техника училищине вĕренме кайнă. Кунта тракторист-машинист специальноçне кăна мар, шоферпа агроном ăсталăхне те панă. Геннадий çулталăкран алла диплом илнĕ.

Çамрăк механизатора Саратов облаçĕнчи «Приволжский» совхоза яраççĕ. Малтанах вăл тракторпа ĕçлет, тырă пиçсе çитсен комбайн штурвалĕ умне ларать. Вăл механизаторсем хушшинче тăрăшулăхĕпе палăрать. Чăваш каччине трактористсен бригадирне лартаççĕ. 1963 çулхи чÿк уйăхĕнче унăн Совет Çарне кайма ят тухать. Хĕсметре виçĕ çул пулнă хыççăн тăван яла таврăнать. Ĕнерхи салтак тÿрех Вăрнарти çыхăну уйрăмĕнче Т-40 тракторпа ĕçлеме тытăнать. Çулталăкран Геннадий Никандрович Вăрнарти юсавпа строительство участокне экскаватор çине куçать.

Кĕлетки-çурăмĕпе ытла тĕреклех пулмасан та ăна яланах хăватлă техника хăй патне туртнă. Вăрнарта мелиораци организацине йĕркелесен вăл 1969 çулта унăн пуçлăхĕ В.Маскевич сĕннипе С-100 маркăллă бульдозерпа ĕçлеме тытăнать.

1972 çулта типĕ çанталăка пула пирĕн республикăра та вăрмансем çунма тытăнаççĕ, вут чĕлхи Вăрнарпа Йĕпреç вăрманĕсене те ярса илет. Хăватлă мĕнпур техникăна пушар сÿнтерме яраççĕ. Геннадий Александрович Йĕпреçпе Вăрнар чиккинче ялкăшса çунакан вут ăшне кĕрсе бульдозерĕпе йывăçсене тÿнтерет, канав чавать. Этем чăтсан та техника тÿсеймест, бульдозер хыпса илет. Çунакан трактора вăл пурпĕр ирĕк вырăна илсе тухать, сĕрĕм тивнипе кабинăран аран-аран тухса ÿкет. Чупса çитнĕ çынсем çĕр сапса трактора çунма памаççĕ. Пурнăçне шеллемесĕр вут-кăварпа кĕрешнĕшĕн мирлĕ пурнăçри паттăра «Пушарта хăюлăх кăтартнăшăн» медальпе тата Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе чыслаççĕ.

1977 çулта Вăрнарти «Сельхозэнергона» çĕнĕ экскаватор илсе килеççĕ. Унăн директорĕ В.Чернов хаклă техникăна пули-пулми çын аллине пама тăхтаса тăрать, ăста механизатор шырать. Пĕлекенсем Геннадий Барановпа калаçса пăхма сĕнеççĕ. Геннадий экскаваторпа ĕçлеме килĕшет. Кунта та вăл чыс-хисеп çĕнсе илет. Çак организацире вăл пенсие тухичченех вăй хурать.

Çакна та палăртса хăвармалла: Г.Баранов хастар ĕçĕпе тăватă хутчен пиллĕк çуллăх ударникĕ пулса тăнă, ăна «Ĕç ветеранĕ» ят панă.

1968 çулта Геннадий Никандрович ялти Полина Федоровна Игнатьевапа çемье çавăрчĕ, вĕсем пиллĕк ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Асли – Владик – Калининăра ДРСУ-ра вăй хурать. Славик – Шупашкарта, Станислав – Мари Эл республикинче ĕçлеççĕ. Наташа Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕнни, Гена, Чечен республикинче службăра пулчĕ, хăюлăхпа паттăрлăхшăн темиçе медале тивĕçнĕ.

Геннадий Никандрович утмăл тăваттă тултарчĕ. Анчах ăна никам та хăй çулне памасть. Ĕçлесе пухнă укçипе вăл икĕ трактор туянчĕ. Халĕ пĕр кун та ĕçсĕр лармасть. Çуркунне ял-йыша анкартисем сухалама, çулла утă çулса турттарма пулăшать, хĕлле вутă-шанкă кÿрсе парать. Çавăн пек ĕçчен те тарават кăмăллă çын вăл – Геннадий Никандрович Баранов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика