Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШ ЕН ТĔНЧЕ КУБОКНЕ ЙЫШĂНМА ХАТĔРЛЕНЕТ

16 апреля 2008 г.

Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров республикăн хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвне ирттернĕ, унта Раççейĕн Çăмăл атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ Татьяна Подорожная хутшăннă.

Ларăва уçнă май республика пуçлăхĕ хăвăрт утакансен Тĕнче кубокĕ миçе çултине пăхмасăр кашни çыншăн сывă пурнăç йĕркин тата спортпа туслин уссипе пĕлтерĕшĕн кăтартуллă тĕслĕхĕ пулса тăнине палăртнă. «Пирĕн спортпа сывлăхăн çак уявĕ Чăваш енпе Раççейĕн патриочĕсен пурнăçĕнчи паллă пулăм пултăр тесе тăрăшмалла. Çак шухăша пысăк политика никĕсне хывни кăна çителĕксĕр, ку пирĕн кулленхи ĕçре норма пулса тăмалла», – тенĕ Николай Федоров.

XXIII Тĕнче кубокне хутшăнакансенчен заявкăсем йышăнмалли кампани ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен пырать. Темиçе кун хушшинче Чăваш енре чикĕ леш енчен килекен пин ытла хăна пулĕ, çав шутра – тĕнчери 60 ытла çĕршыв спортсменĕсем, судйисем, официаллă представителĕсем, çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери çăмăл атлетика федерацийĕсен ассоциацийĕн (ИААФ) тата ытти спорт организацийĕн ертÿçисем. Республикăна Раççей регионĕсен йышлă представителĕсем те килеççĕ. Калăпăр, Мордовирен 100 ытла болельщик килессе кĕтеççĕ, вĕсем хăйсен ентешĕсене, спортсменсене хавхалантарĕç. Кунсăр пуçне хăш-пĕр делегаци, тĕслĕхрен, Чили, Корея, ытти хăш-пĕр çĕршыв представителĕсем Чăваш ене ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çитесшĕн. Иккĕленÿ çук: пирĕн хула хăнасене яланхи пекех спортăн интереслĕ те мăнаçлă тĕп хули пулнипе килĕшĕ.

Ларура хăнасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессин, медицина тата транспорт ыйтăвĕсене тишкернĕ, объектсене мĕнле хатĕрленине, сувенир продукцийĕ кăларассине сÿтсе явнă. Президент хатĕрленÿ мероприятийĕсене чи çÿллĕ шайра пурнăçламаллине пайăррăн палăртнă. Хаклă мар тата паха сувенирсен ассортиментне хатĕрлемелле, вĕсене сутма май пур таран ытларах лаптăк уйăрмалла.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Геннадий Федоров тĕнче шайĕнчи ăмăрту хăнисене Мускавра Чăваш енĕн тĕп хулари аслă шкулсенче вĕренекен, ют чĕлхесем пĕлекен студенчĕсем, наци тумĕ тăхăннăскерсем, кĕтсе илесси çинчен пĕлтернĕ. Мускав варринче вара хăвăрт утакансен XXIII Тĕнче кубокĕн логотипĕсене ÿкернĕ, ăмăрту çинчен пĕлтерекен растяжкăсем пулĕç.

Вице-премьер – культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Наталья Володина пĕлтернĕ тăрăх, Тĕнче кубокне уçма 4650 çын хутшăнать – профессионал артистсем тата халăх пултарулăхĕн коллективĕсем, спортсменсем. Информаци материалĕсем, буклетсем, открыткăсем, календарьсем хатĕрленĕ. Шупашкарти станцирен космосри спутник урлă сигналсем памалли техника сăнавне ăнăçлă ирттернĕ. Парижра, çавăн пекех «Чăваш ен» ПТРК» йышăну станцийĕнче уçăмлă видеоÿкерчĕксемпе сасăсене лайăх йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика