Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти аталану çулĕпе пырать

16 апреля 2008 г.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн тытăмне кĕрет. Унăн пирвайхи ячĕ – «Вăрнарти тырă хатĕрлекен кооператив». Вăл 1928 çулта йĕркеленнĕ. Малтан унта пилĕк çын анчах вăй хунă, вĕсем предприятие ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Хальхи вăхăтра ĕçлекенсен хисепĕ палăрмаллах ÿснĕ. Вĕсем те предприятин ят-сумне тата çÿлерех çĕклес тесе алла-аллăн пĕр тĕллевпе тимлеççĕ.

Предприятин тилхепине çамрăк директор Александр Николаевич Богданов çирĕп тытса пырать, çавăнпа коллектив пуçаруллă тимлет.

Предприятин цехĕнче çулталăкĕпех ĕç шавĕ лăпланмасть. Кунта тулăран, урпаран, пăрçаран кĕрпе авăртаççĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев – ĕç калăпăшне пысăклатасси,– пĕлтерчĕ Александр Николаевич. – Мĕншĕн тесен экологи енчен таса, пысăк пахалăхлă продукцие туянас текенсен йышĕ ÿссех пырать. Хамăр уçнă апат-çимĕç лавккисенче çынсем черет тăни пире савăнтарать кăна».

Тĕп вырăна пахалăха хуни ÿсĕм тумалли çăл куç пулса тăрать. Акă нумаях пулмасть çăнăх тата кĕрпесен пахалăхне Пĕтĕм Раççей шайĕнче тĕрĕсленĕ. Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти смотрта сумлă награда çĕнсе илнĕ: пысăк пахалăхлă кĕрпесем кăларнăшăн бронза медале тивĕçнĕ. Предприятин тĕллевĕсем пысăк. Кунта кĕрпесене хутпа чĕркемлеме палăртаççĕ.

Кĕрпе авăртакансем пирки ырă сăмахсем анчах каламалла. Анатолий Сергеевпа Александр Андреев агрегатсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Александр Николаевич Богданов каланă тăрăх, ĕç калăпăшне ÿстерме кашни хăйĕн ĕçĕнче ăста пулни пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ теççĕ. Сăмахран, Валентина Крючкова тырă йышăнакан предприятире 30 çул ытла тимлет. Пултаруллă мастер ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Светлана Ивановна Тинюкова бухгалтер вара çамрăк пулсан та коллективра ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Вăл клиентсемпе çыхăнăва тачăрах çирĕплетессишĕн хастар тимлет.

Предприятие хамăр тата ытти районсенчи, çавăн пекех Мордва Республикинчи, Тутарстанри, Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх организацийĕсем те тырă сутаççĕ. Йышăннă уй-хир ылтăнне технологи лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ. Унта ертÿçĕ пулса Надежда Дмитриевна Петрова вунпĕрмĕш çул вăй хурать. Вăл хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланăран лабораторие иртнĕ çул тата тепĕр пилĕк çуллăха аттестациленĕ. Яваплă тапхăрта – вырма вăхăтĕнче – лаборантсем тата кирлине шута илсе Александр Богданов директор кунта тимлекен хăш-пĕр специалистсене ятарлă пĕлÿ илме ярасшăн.

Тĕрĕсленĕ тырра тасатса типĕтнĕ хыççăн тивĕçлĕ кондицие çитерсе «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăх унитари предприятийĕн Канашри тата Шупашкарти элеваторĕсене ăсатаççĕ. Калас пулать, «Чăваштырăпродукчĕ» ПУП халăх ытлăн-çитлĕн пурăнтăр тесе тăрăшать, çăкăр пĕçермелли çăнăх хакне тытса тăрать. «Паха çăнăха халăх хапăлласах туянать, – пĕлтерчĕ Олег Петрович Петров мастер. – Çакна элеватор продукцине сутакан агентсем те çирĕплетеççĕ».

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн пекарнинчен пиçсе тухнă кăпăшка ырă шăршăллă çăкăр-булкăна кашниех астивсе курнă-тăр. Ăна пĕтĕмпех «Чăваштырăпродукчĕн» паха çăнăхĕнчен пĕçернĕ.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти выльăхсене самăртма пулăшас тĕллевпе апат хутăшне те хатĕрлет. Ăна вырнаçтарасси йывăрлăх мар. Республикăра та, Раççейре те выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнăран апат хутăшне ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те хапăлласах туянаççĕ. Кунсăр пуçне предприяти хывăх тата выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк валли тырă та сутать.

Ĕç çыннисем предприятин экономикине тĕреклетессишĕн чăннипех теветкеллĕ тимлеççĕ. Çавна май вĕсене шалу та тивĕçлĕ тÿлеççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн преми парса хавхалантараççĕ.

Ыранхи кун пирки шухăшлани предприятие аталану çулĕпе сулмаклăн утма пулăшать. Акă кунта тырă типĕтмелли çурта юсама тытăннă ĕнтĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать. Районти хуçалăхсем çуракине тухрĕç. Кирлĕ пулсан предприяти пулăшу аллине яланах тăсма хатĕр. Паллах, техникăпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтернĕшĕн хуçалăхсен тырă памалла. Шел пулин те, пĕлтĕр килĕшĕве пăсакансем те тупăннă.

Тырă йышăнакан предприятире санитари лару-тăрăвĕ лайăххине кура уй-хир ылтăнне унта ытти республикăри хуçалăхсем те упрама хураççĕ.

Ÿсĕмсем тăвас ĕçре пурлăхпа техника никĕсне çĕнетессипе епле ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Технологи лабораторине ав çĕнĕ йышши оборудованипе тата приборсемпе пуянлатассипе тата малалла тăрăшĕç.

Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин малашлăхĕ пысăк. Коллектива ĕçре тата сулмаклă çитĕнÿсем тума ăнăçу сунас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика