Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар хĕрĕсем – чи маттуррисем

16 апреля 2008 г.

В.И.Чапаев ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри турнир кĕрешÿçĕсене кăçал Çĕнĕ Шупашкар хулинчи «Химпром» спорт комплексне пуçтарнă. Кавир çине ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем 200-ĕн ытла тухнă.

Вăрнар хĕрĕсем унтан яланхиллех пысăк кăтартусемпе таврăннă. Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Люда Николаева хăйĕн ÿсĕмĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, спорт мастерĕн нормативне кăшт кăна тултарайман.

Халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинчи олимп резервисен училищинче вĕренекен Александра Савина тата Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студентки Оля Илларионова бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Хĕрсене ăмăртăва Юрий Григорьевич Львов хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика