Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруçăсем ытларах кирлĕ

16 апреля 2008 г.

Иртнĕ шăматкунхи волейбол турнирĕ ытларах та команда пуçтармалла пекчĕ. Çурхи ĕçсемпе пĕр килнĕрен-ши е урăх сăлтавпа – район чемпионатне ку хутĕнче ултă команда кăна хутшăнчĕ.

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулăн спорт залĕнче тата «Химик» спортклубĕнче сарăлнă вăйăсенче 1-мĕш вăтам шкулăн, Çĕрпел, Çăлкас Кăкшăм, Малти Ишек ялĕсен, ял хуçалăх техникумĕн, «Вурнарымежрайгаз» командисем вăй виçрĕç.

Тÿрех калам, «Вурнарымежрайгаз» çамрăкĕсем район чемпионĕн ятне хальхинче те тивĕçлĕн çĕнче илчĕç. Тĕп сетсенче те, çурмафиналта та, финалта та хирĕçле командăсене çăмăллăн парăнтарчĕç. Вĕсем ял хуçалăх техникумĕн, кăкшăмсен, малти-ишексен волейболисчĕсемпе тĕл пулчĕç, пĕрремĕш вырăншăн çĕрпелсемпе вăй виçрĕç.

Командăсем çинчен калас пулсан, вĕсенче спортăн ку тĕсĕнче çитĕнÿсем тума ăнтăлакан çамрăксем сахал марри курăнчĕ. Акă, техникум студенчĕсене илер. Вĕсен вăййинче Александр Владимирович Созонов тренер-преподаватель чунтан хывнă ĕçĕ тÿрех курăнать. Шел, çамрăксем хальхинче сÿрĕкрех вылярĕç. Иккĕмĕш тĕл пулура команда йышне районăн паллă спортсменĕсем Вадим Кирилловпа Владислав Кириллов кĕни те вĕсене çурма финала тухма пулăшаймарĕ. Çапах та районăн, республикăн пĕрре мар чемпионĕпе – «Вурнарымежрайгаз» командăпа тупăшни студентсен хавхаланăвне, ăсталăхне ÿстерчĕ кăна.

Кăкшăмсен команди пирки те пĕр-ик сăмах каламалла. Вĕсем – район чемпионатне пуçласа хутшăнакансем. Апла пулин те волейболистсен ушкăнлăх туйăмĕ пурри тÿрех палăрчĕ, вĕсем пуçтарăнуллă, пĕр-пĕрне ăнланса вылярĕç. Пуçламăшĕ пур – команда çурмафинала тухрĕ. Команда представителĕ – ялти культура çурчĕн ĕçченĕ Владимир Димитриев çакă çамрăксен выляс кăмăлне ÿстернине пытармарĕ.

Шел, çакăн пек пуçаруçăсем ялсенче сахалтарах. Пĕлнĕ тăрăх, нумай çĕрте волейбол – çамрăксен чи юратнă вăййи. Анчах çурăм-шăмшака çемçетни, вăхăта ирттермелле выляни кăна çителĕксĕр, тупăшаслăха аталантарни, командăсем йĕркелени кирлĕ. Волейбол спорчĕн ветеранĕсем малтанхи çулсенче турнирсене çирĕмшер командăна яхăн хутшăннине палăртаççĕ. Эппин, çак вăхăта каялла тавăрма нимĕн те кансĕрлемест. Йĕркелесе пыракан кăна кирлĕ...

Район чемпионачĕ патне таврăнас пулсан, вăл чи вăйлине палăртрĕ ĕнтĕ. «Вурнарымежрайгаз» (представителĕ – районти волейбол федерацийĕн ертÿçи Владимир Иванов) волейболисчĕсем республикăра район чысне тивĕçлипе хÿтĕлĕç. Çĕрпелсем – иккĕмĕш вырăнта, малти-ишексем – виççĕмĕшсем.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов саламларĕ, грамотăсемпе тата укçан парнепе хавхалантарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика