Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕВРОПĂНА ТУХАС ШАНĂÇПА

12 апреля 2008 г.

Пысăк шанăç параканĕ – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Иван Сладков. Çамрăк кĕрешÿçĕ Калининград хулине Раççей финалне тухса кайнă. Çак кунсенче иртекен турнир – Европа чемпионатне çул уçакан ăмăрту.

Хĕрсенчен Раççей финалне ытлараххăн хутшăнаççĕ: Лена Сладкова, Ирина Львова, Анжела Колпакова, Настя Ишмейкина, Оля Ефимова. Турнир Тула облаçĕнче иртет.

Пысăк ăмăртусенчен çĕнтерÿсем кĕтнипе пĕрлех эпир районти кĕрешÿçĕсен иртнĕ шăматкунхи çитĕнĕвĕсемпе те савăнма пултаратпăр. Шупашкарта Афган вăрçин паттăрĕсене В.Кацовпа В.Степанова асăнса ирттернĕ уçă турнирта Вăрнар кĕрешÿçисенчен тăваттăн призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Кавир çине Раççейĕн сакăр регионĕнчи чи вăйлă кĕрешÿçисем тухнă. Тутарстан, Мордови, Мари Эл, Мускав, Ульяновск, Челябинск спортсменĕсене парăнтарса ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Пăртасри филиалĕн вĕренекенĕ Женя Колпаков пĕрремĕш вырăн йышăннă, ылтăн медале, грамотăпа хаклă парнене тивĕçнĕ. Пăртас хĕрачиех – Катя Емельянова – хăйĕн виçе категорийĕнче иккĕмĕш пулнă. Вăрнар каччисем Антон Сантимерпа Рома Львов – виççĕмĕш.

Çĕнтерÿçĕсемпе пĕрле тренерсен ячĕсене те çÿле çĕклемелле, вĕсем – Виталий Трофимов, Юрий Львов, Андрей Павлов, Андрей Воробьев, Сергей Васильев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика