Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăратлăха лайăхлатмалла

12 апреля 2008 г.

Ял хуçалăх техникумĕнче иртнĕ техник-осеменаторсен, зоотехниксен семинар-канашлăвĕнче выльăхсен кĕтĕвне çĕнетесси пирки калаçнă. Паллах, ăратлăха лайăхлатассипе çине тăрса ĕçлени паха «çимĕçсем» парать. Акă пĕлтĕр усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 66,2 центнер тата пĕтĕмпе 2135 тонна аш туса илсе Вăрнар районĕ республикăра иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ Г.Романов каланă тăрăх, иртнĕ çул техник-осеменаторсем тăрăшуллă пулнине 100 ĕне пуçне пăру илесси 4 процент ÿсни лайăх кăтартать.

Аш-пăш, сĕт туса илес ĕçре уйрăм хушма хуçалăх тытакансен тÿпи те пĕчĕк мар. Çавăнпа та ĕнесемпе пушмак пăрусене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пунктсем кирлĕ. Вĕсене Упнер, Пăртас, Мăн Явăш, Ярмушка, Санарпуç ял тăрăхĕсенче уçассипе çине тăрсах ĕçлемелле. Пĕтĕмпе районта ĕне выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли 19 пункт ĕçлет.

Выльăх-чĕрлĕх ăратне лайăхлатас ĕçри мал опытпа ăратлăх енĕпе ĕçлекен «Чувашское» акционерсен уçă обществин пай пуçлăхĕ Л.Решетников тата Н.Семенова зоотехник паллаштарнă.

Студентсем ял хуçалăх техникумĕн директорĕн заместителĕ Н.Михайлова, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп врачĕ А.Гурьева тухса калаçнине те кăсăклансах итленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика