Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БАЙКОНУРТА ПУЛЧĔÇ

12 апреля 2008 г.

Апрелĕн 9-мĕшĕнче каçхине сакăр сехет çурăра Чăваш телевиденийĕ хамăр республикăри шкул ачисем 150-ăн Байконурти космодрома çитсе курни çинчен хыпарларĕ. «Пирĕн Мăн Явăшри вăтам шкултан унта апрелĕн 7-мĕшĕнче иккĕн тухса кайрĕç, – çав кунах пĕлтерчĕ пире шкул директорĕ Сергей Петрович Ильин. – Вĕсем Игорь Арсентьевпа Николай Никифоров. Иккĕшĕ те саккăрмĕш класра вĕренеççĕ. Питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Спортпа вăй-хал вăййисене юратаççĕ, яланах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ, уйăх çурă каялла хăйсене çар парадĕнче пултаруллă кăтартрĕç. Ачасем амăшĕсемпе пурăнаççĕ, килти тем тĕрлĕ ĕçе те ĕлкĕреççĕ».

Мăн Явăшри байконурçăсен клубне ку шкулта вĕреннĕ Эрик Васильевич Васильев йĕркеленĕ. Ачасене тĕнчипе паллă космодрома кайса килме вăл хатĕрленĕ, хăй укçипе пулăшнă.

Апрелĕн 8-мĕшĕнче старт илнĕ «Союз-ТМА-12» питĕ паллă вĕçев. Карапра виçĕ космонавт. Унчченхисемпе танлаштарсан, питĕ çамрăк экипаж. Йышра Кăнтăр Корея хĕрĕ Ли Со Ен пур, космосра вăл вунă кун пулать, ыттисем çур çула яхăн ĕçлĕç. Ку космонавтсем пурте пĕрремĕш хут вĕçеççĕ. Тепĕр паллă – тĕнчере космос династийĕ çурални: Сергей Волков – Александр Волков космонавтăн ывăлĕ, ашшĕ космосра виçĕ хутчен пулнине пĕлетпĕр. Сергей Волковпа Олег Кононенко – çывăх туссем, вĕçме пĕр каварлăн хатĕрленнĕ.

Пĕр сăмахпа, ачасен асĕнче юлмалли, каласа кăтартмалли пайтах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика