Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла аталанас тесен...

09 апреля 2008 г.

Кăçал çурхи ĕçсене ирттерме 250 трактор, 120 сеялка, 140 культиватор тата ытти техника хутшăнать. Хуçалăхсенче дизель топливи кирлинчен 79,4 процент, автобензин – 52,7 процент пур.

«Санары», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Мураты», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Хорнзор», «Знамя», «Броневик» кооперативсенче çураки валли мĕнпур трактора, вĕсен прицепĕсене хатĕрлесе çитернĕ, çавна май кунта техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă.

Икĕ сменăра ĕçлеме районта 500 яхăн механизатор кирлĕ. «Родина», «Юнтапа», «Гвардеец», МТС «Яуши», «Правда» кооперативсенче, «Кольцовкăпа» «Родник» агрофирмăсенче кадрсен ыйтăвĕ уйрăмах çивĕч тăрать. Палăртмалла, трактористсене Вăрнарти 29-мĕш училищĕре тата ял хуçалăх техникумĕнче хатĕрлеççĕ. Çураки чухне студентсене хуçалăхсене чĕнме те пулать.

Рынок условийĕсенче аталану çулĕпе пырас тесен продукцие туса илнĕ чух тăкаксене чакармалла. Çавăнпа юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары», «Кольцовка», «Агрохмель» агрофирмăсенче, «Мураты», «Луч», «Знамя», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче, Игнатьев фермерăн хуçалăхĕнче – энергипе ресурс перекетлекен техникăпа машинăпа трактор паркне пуянлатма тăрăшаççĕ. Паллах, çĕре хатĕрлеме пулăшакан Смарагд, Лемкен Рубин, Terra-Mix, КОS, АКШ, АКМ культиваторсем, минераллă удобренисем сапакан хăватлă «Амазоне» агрегатсем, тĕш тырăсене акакан комбинациллĕ Д-9Ÿ40, Д-9Ÿ60 сеялкăсем, «Джор-Мет» маркăллă прицеплă хальхи вăхăтри опрыскивательсем тата ытти çĕнĕ йышши техника ĕç тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕç.

2007 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем çăмăллăхлă кредитпа тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса 61 миллион тенкĕлĕх техника туяннă. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта «Санары» агрофирма 6 миллион, «Мураты» кооператив 5 миллион, «Янгорчинăпа» «Агрохмель» 2-шер миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх машинисем илсе мехпарксене çĕнетнĕ.

Калас пулать, РФ Ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев наукăпа практика Канашĕн заседанинче 2008 çула ресурс перекетлекен технологисене производствăна кĕртмелли çулталăк тесе палăртнă.

Производствăри кирек мĕнле инкек ĕç сыхлавĕн, хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнманнипе сиксе тухать. Районта акă ĕç вăхăтĕнче çын ан суранлантăр тесе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. 2007 çулта район пуçлăхĕ çирĕплетнĕ план-графикпа килĕшÿллĕн механизаторсене, уй-хирте, фермăра вăй хуракансене хăрушсăрлăх техникин правилисене тата медицина пулăшăвĕ пама вĕрентнĕ. Ку енĕпе пурĕ 415 çын пĕлÿ илнĕ. Занятисем вăхăтĕнче республикăра, районта пулнă инкеклĕ ĕçсен сăлтавĕсене тишкернĕ. Енчен те хуçалăхсенче ĕç сыхлавĕн, хăрушсăрлăх техникин требованийĕсене пăсни çырăнчĕ пулсан производствăра тимлекенсемпе канашлусем, плана кĕртмен инструктажсем ирттернĕ.

Кунсăр пуçне 2007 çулта республикăри, район администрацийĕнчи специалистсем ял хуçалăх предприятийĕсенчи вăтам сыпăкри специалистсемпе, ертÿçĕсемпе 5 семинар ирттернĕ. 20 хуçалăхра ĕç сыхлавĕ тата хăрушсăрлăх техники енĕпе тимлекен специалистсем пур.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен дисциплинăна çирĕп тытмалла. Пĕлтĕр акă аш-какай комбиначĕн «Искра» хушма хуçалăхĕнче В.Архипов трактористăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Инкек сăлтавĕ: ĕçленĕ чух урă пулманни, юсавсăр техникăпа усă курни. Синкерлĕ тĕслĕхсем ан пулччăр тесен пур хуçалăхри специалистсен дежурство тăмалла. Хăрушă вырăнсене палăртса техникăн маршручĕсене кăтартни питĕ кирлĕ. Вĕсене кашни механизатор пĕлсе тăтăр. Уй-хир условийĕсенче канакан ĕç çыннисен сывлăхĕшĕн яваплăха туймалла.

Сывлăх вăл мулран та хаклă. Хальлĕхе «Санары» агрофирмăри, «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсенчи, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи механизаторсем, вăрлăха им-çамланă çĕрте тимлекенсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика