Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча кĕнекин эрнинче

05 апреля 2008 г.

Мартăн 24–28-мĕшĕсенче районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕнче ача-пăча кĕнекин эрни иртнĕ. Тем тĕрлĕ мероприяти кĕнĕ ун программине. Пĕрремĕш кунĕнче библиотека ĕçченĕсем ачасене «Путешествие в Читайгород» ятлă хаваслă уява хăнана чĕннĕ. Вĕсене тĕрлĕ конкурссене хутшăнтарнă.

Мартăн 25-мĕшĕнче вулав залĕнче иртнĕ КВН вăййи те ачасен кăмăлне кайнă. Вĕренекенсем В.Высоцкин, В.Шаинскин тата М.Пляцковскин юррисемпе паллашнă, литературăпа музыка конкурсĕсенче ăмăртнă.

Уяв эрнин виççĕмĕш кунĕнче «Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ – пуçватмăшсен планети» вăйăра йывăр ыйтусене хуравласа, кăткăс ĕçсене «парăнтарса» çĕнтерÿçĕ ятне тата суперпарнене Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекен Игорь Васильев тивĕçнĕ. Тепĕр кунне ачасем мода тĕнчине çулçÿреве «тухнă», тĕрлĕ халăх тум-тирĕпе паллашнă.

Ача-пăча кĕнекин эрни «Зайкина избушка» юмах-представленийĕпе тата «Юмахсене лайăх пĕлетĕн-и;» литературăпа юмах конкурсĕпе вĕçленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика