Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмсĕр «Нарспи»...

05 апреля 2008 г.

Чăвашсен паллă классикĕ К.В.Иванов «Нарспи» поэмăна çырнăранпа кăçал 100 çул çитет. «Нарспи» поэма чăваш поэзин ахах-мерченĕ пулнине пĕлетпĕр, ăна юратса, хавхаланса вулатпăр. Паянхи куншăн та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман çак произведени.

Районти шкулсенче паллă событие халалланă мероприятисем ирттерме пуçларĕç.

Хирпуç шкулĕнче Оксана Михайловна Давыдова «Нарспи» – 100 çулта» уçă урок ирттерчĕ. Вăл пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ.

К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх вĕрентекен хатĕрленĕ доклад та, доска çине çырнă темăпа эпиграф та, поэт пултарулăхĕпе хатĕрленĕ презентаци те, кĕнеке куравĕ те, уйрăм кĕнекесенчен илнĕ ÿкерчĕксемпе паллаштарни те, поэт тата поэма çинчен калакан аса илÿсем те, ачасем кроссворд тупсăмĕсене интересленсе шырани те, тест ыйтăвĕсемпе ĕçлени те вырăнлă пулчĕ, урока пуянрах тата кăсăклăрах тума пулăшрĕ.

Акă «Нарспи» поэмăри сăнарсем «чĕрĕлсе» сăмах илчĕç. Вĕренекенсем ятарлă тум тăхăнса кашни сăнара хăйне евĕрлĕ поэма сыпăкĕсене пăхмасăр каларĕç.

Уçă урока итлеме килнĕ вĕрентекенсем хăйсем поэт çуралса ÿснĕ Слакпуç тăрăхĕпе паллашни çинчен ăшшăн аса илчĕç, «Нарспи» поэмăн паянхи кунхи пĕлтерĕшĕ, вырăнĕ пирки калаçрĕç. «Нарспи» поэмăна çырнăранпа 100 çул çитнине халалласа ирттермелли мероприятисен тĕллевĕсене палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика