Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăн-чăн арçынсем çартан пăрăнмаççĕ

05 апреля 2008 г.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çурхи черетлĕ призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Кăçал салтак атти тăхăнакансен служба вăхăчĕ кĕскелчĕ – вăл пĕр çулпа кăна танлашать. Анчах çар службинчен вăхăтлăх хăтаракан сăлтавсене те чакарчĕç: халĕ, сăмахран, ялта ĕçлекен çамрăк педагогсене те, тухтăрсене те çар ретне илеççĕ, арăмĕсем ача кĕтекен яшсене те унчченхи пек отсрочка памаççĕ. Улшăнусем сахал мар. Вĕсене Раççей Çарне профессионаллă шая хăпартас, контракт йĕркипе комплектлас тĕллевпе пурнăçа кĕртеççĕ.

Салтак пăтти çисе курма-лли тапхăра çапла кĕскетни çамрăксене илĕртмелле пек те, анчах яшсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама васканиех сисĕнмест. Раççейĕн Хĕç-Пăшаллă Вăйĕсен ретне тăрассинчен тарса çÿрекенсем паян кун та сахал мар.

«Таркăнсене» çулса илсе пĕтĕм майсемпе çар комиссариатне çитерес ыйту тин çеç пуçланнă призыв кампанийĕн çивĕч ыйтăвĕ пулса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл район пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕн кун йĕркинче чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулчĕ.

Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ С.Данилов ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, яваплă специалистсем призыв кампанийĕн тапхăрĕнче алă усса ларнине çирĕп критиклерĕ. «Ял поселенийĕсене тухса çÿренĕ май тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп: хăш-пĕр вырăнта çак вăхăтра никам та ытлашшиех ăшталанмасть, çар комиссариачĕн хушăвĕсем туллин пурнăçланмаççĕ. Раççей Çарне юрăхлă вуншар çамрăк пур çĕртех пĕр поселенинчен икшерĕн-виçшерĕн кăна салтака тухса каяççĕ е Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен йышне пĕр çын та тăмасть», – хăй пăшăрханăвне пытармарĕ С.Данилов.

Районта, акă, призыв ÿсĕмĕнчи 450 çын. Анчах иртнĕ кĕркунне 32-шĕ кăна çара кайнă. Пĕрисене медицина кăтартăвĕсем тăрăх «пăрахăçланă», иккĕмĕшĕсене тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухнăран çар службине илессине каяраха хăварнă, виççĕмĕшĕсем тарса çÿреççĕ...

Шăпах та çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнакансемпе çирĕп ĕçлемеллине палăртрĕ те Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕ. Чи малтанах – ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен тата яваплă специалистсен. Документсене хатĕрлесси, çамрăксене медицина тĕрĕслевне çитересси, учета тăратасси – вĕсен пĕрремĕш тивĕçĕ. Çар комиссариатне чĕннĕ яш патне киле çитмелле, вăл çук-тăк ашшĕ-амăшĕнчен ыйтса пĕлмелле. Иккĕмĕш хутĕнче те çамрăк тупăнмасан, ял поселени пуçлăхĕн рапорчĕпе шырав ĕçĕсене шалти ĕçсен пайĕ пуçлать.

Халĕ çар комиссариачĕ икĕ районпа ĕçлет. Кашни призывника тĕрĕслесе тăма, паллах, çăмăл мар. Вырăнти пуçлăхсем вара хăйсен тăрăхĕнчи çамрăксене паллаççĕ, вĕсем çинчен пĕлсе тăраççĕ. Ял поселенийĕсен депутачĕсене, ялти сумлă çынсене, милицин участокри уполномоченнăйĕсене ку ĕçе явăçтарма йывăр-им; Ÿсĕмĕсем вара палăрмаллах пулĕç.

«Призыв кампанине ирттерме ятарласа укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Эппин, çине тăрса ĕçлемелле», – терĕ С.Данилов. Çавăн пекех вĕрентÿ тĕллевĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене уйăхра икшер хутчен пухма кирлине палăртрĕ вăл.

Район пуçлăхĕ А.Кузьмин та ку тĕлĕшпе тимлĕхе темиçе хут вăйлатмаллине асăрхаттарчĕ, призывпа мĕнле ĕçленине кăтартакан пĕрремĕш информацие апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлнех хатĕрлеме хушрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика