Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курса тĕлĕнтĕмĕр

15 июля 2017 г.

Пире, тĕрлĕ сăлтавпа сусăрлăх илнисене, ытлашши кулянса ларма памасть районти инвалидсен обществин председателĕ Владимир Викторов.

Хальхинче Çĕрпÿ хулинчи Тихвин ярмарккине курма илсе кайрĕ. Инвалидсен обществин хăйĕн транспорт таврашĕ çук пулин те «Попутчик» тулли мар яваплă обществăн автобусĕпе çула тухрăмăр, пурĕ 22 çын: кашни ял тăрăхĕнченех.

Шел, Уйкас Кипек ял тăрăхĕнчен 4 çын, Шĕнер Ишек ял тăрăхĕнчен 4 çын пыраймарĕç, вĕсемшĕн укçине тÿленĕ пулин те. Çулçÿрев çав тери аван пулчĕ. Пире Çĕрпÿ хулине çитсенех хамăр ентеш, Чăрăшкас Мăратра çуралса ÿснĕ, халĕ Çĕрпÿри машинăсем юсакан завод директорĕнче ĕçлекен Валерий Васильевич Степанов кĕтсе илчĕ. Вăл тăрăшнипе, пире сусăрсене, ГАИ ĕçченĕсем Тихвин мăнастирĕн алăкĕ умне çитичченех кĕме ирĕк пачĕç.

Мăнастирте пире матушка кĕтсе илчĕ, апата чĕнчĕ. Тĕлĕнмелле, мăнастырь территорийĕнче илемлĕ, тирпейлĕ, пĕр çум курăкĕ çук, чечекĕсем куçа илĕртеççĕ. Çавăн пекех утма çулсем айăккипе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕрчунсен кÿлеписене лартса тухнă. Курса çÿремелли икĕ чиркĕвĕнче те сахал мар пулчĕ, çын çав тери нумай, пурпĕр черет тăрса сыввисене, хамăртан ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнисене асăнтарма пултартăмăр, асăнмалăх тĕрлĕрен сувенирсем туянтăмăр. Чиркÿ лавккинче чиркÿ япалисем, çуртасем, ытти япаласем йÿннинчен тĕлĕнтĕмĕр.

Хамăра, мăнастирьпе паллаштарнă вăхăтра, чунсенче лăпкă та çăмăл туйрăмăр, ыратакан сурансем çинчен те мантăмăр. Пире мăнастирти матушкăпа Валерий Васильевич ырă кăмăлпа ăсатрĕç, малашне те килсе çÿреме вăй-хăват, пил пачĕç.

Утма пултаракансем Тихвин ярмăрккине те çитсе курчĕç, унта та вĕсене питĕ килĕшнĕ. Малашне те çулçÿревсенче пулма пире, инвалидсене, тата «Попутчик» организацинче ĕçлекенсене Турă сывлăх патăрччĕ. Хамăр ентеше В.В.Степанова тата В.В.Викторова тав тăватпăр.

Анна ПЕСКОВА.

Пăваяль.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика