Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Потребкоопераци тытăмĕн кăтартмалли пур!

15 июля 2017 г.

Чăвашпотребсоюз республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе черетлĕ семинар-канашлу ирттерчĕ. Хальхинче журналистсене Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски райпоне йыхравларĕç.

Кооператорсемпе журналистсен тачă çыхăнса ĕçлесси нумай çула тăсăлать. Чăвашпотребсоюз пичет ĕçченĕсем хушшинче конкурс йĕркелет, çулталăкра пĕрре вара журналистсене потребительсен пĕр-пĕр обществин никĕсĕ çинче ку тытăм мĕнле ĕçленине, потребкоопераци ял аталанăвне еплерех тÿпе хывнине кăтартма канашлăва йыхравлать, аталану çул-йĕрне пĕрле сÿтсе явать.

Октябрьски райповĕ – Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен чи пысăк предприятисенчен пĕри. Вăл суту-илÿ,  хатĕрлев, производство ĕçне пурнăçлать, обществăлла апатлану, йăла тивĕçтерĕвĕн, аптека предприятийĕсен сечĕсене пĕрлештерет. Потребкоопераци организацийĕсем çакăнпа та уйрăлса тăраççĕ – вăл «Уйран тытăнса лавкка сентрисем таран» хатĕрлев-производство суту-цикла туллин пурнăçлать. Коллективра 316 çын тăрăшать.

Пресс-тура хутшăнакансене райпон объекчĕсемсĕр пуçне Шуршăлти Космонавтика Музейне илсе çитерчĕç, кунта Андриян Николаев летчик-космонавт вилтăпри çине чечексем хучĕç. Краеведени музейĕнче, Атăл çыранĕнче пулса тĕлĕнтĕмĕр. Юхан шыв хĕрринче пире II Екатерина патша майри «кĕтсе илчĕ». Сĕнтĕрвăррисем ку ятпа районти туризма аталантарассине пысăк шанăç хураççĕ.

«Ялта ĕçленĕ май, Чăвашпотребсоюз ял территорийĕсене аталантарассине пысăк тÿпе хывать», – терĕ журналистсемпе йĕркеленĕ çавра сĕтелре Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов.

Рынокра конкуренци çивĕчленни ку тытăм ĕç-хĕлне çĕнĕлле йĕркелеме хистет. Çакна ку енĕпе пурнăçланакан çĕнĕ проектсем, пурлăхпа техника бази пуянланса пыни аван çирĕплетеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз Раççей Центросоюз тытăмĕнче малта пырать. 2016 çулхи ĕç-хĕл кăтартăвĕпе акă вăл «,ç-хĕл эффективлăхне ÿстернĕшĕн тата «Пурлăхпа техника базине аталантарнăшăн тата упарса хăварнăшăн» номинацисенче 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Ишлей райповĕ пĕтĕмĕшле ĕçпе Раççейри 3000 ытла потребпĕрлешÿ хушшинче иккĕмĕш пулчĕ. Элĕк, Муркаш тата Ишлей райповĕсем мĕнпур номинацире призерсем пулса тăнă.

Анчах та кооператорсен тĕп тĕллевĕ – социаллă ыйтусене пурнăçласси. Чăвашпотребсоюзĕн суту-илÿ сечĕсен сентрисем çинчи продукцин 60 ытла проценчĕ – вырăнта туса илни. Чăваш апат-çимĕçне тавар туянакансем те, партнерсем те хаклаççĕ.

Чылай райпо хăйсен районĕсенче спорт турнирĕсем, нумай ачаллă, тупăш сахал илекен çемьесем валли уяв каçĕсем тата ыттине те йĕркелет. Нумаях пулмасть кооператорсем Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри Уй кунĕнче хăйсем кăларакан «Вкусная линия» продукцине кăтартрĕç. Мăн Сĕнтĕрти райпо вара обществăлла апатлану дегустацине ирттерчĕ.

Октябрьски райповĕ йĕркеленĕ пресс-тура Чăваш ен информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Вячеслав Рафинов, Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров хутшăнчĕç.

Надежда АНТОНОВА.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика