Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физикăна килĕштерет, чăваш чĕлхине тĕпчет

15 июля 2017 г.

Çак икĕ предмет пĕр-пĕринпе нимĕнле те çыхăнмаççĕ пек туйăнать. Санарпуçĕнчи вăтам шкулта тимлекен Ирина Геннадьевна Семенова вара шăпах физикăра лайăх ăнкаракансене чăваш чĕлхи олимпиадисене хатĕрлет.

Çак вăрттăнлăха вĕсем вĕренекенĕпе – кăçал шкултан тухнă Регина Андреевапа пĕрле уçрĕç. Пултаруллă хĕрача нумаях пулмасть Пĕтĕм тĕнчери чăваш чĕлхипе литература олимпиадин çĕнтерÿçи пулса тăнă. Хамăр çĕршыври, Турцири университетсен студенчĕсен пысăк йышĕпе тан тăван чĕлхене пуринчен лайăх пĕлнине кăтартнă. Çĕнтерÿçĕ дипломĕпе ăна Республика кунĕнче уяв сцени çинче Чăваш ен вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев саламланă.

Çак çитĕнÿ пĕр уйăхри, пĕр çулхи ĕç мар. Вĕрентекенпе вĕренекен унта мĕн чухлĕ вăй хывнине тĕрĕс калама хĕн. «Халь пăхатăп та, чăн та, уроксенче кăна ĕçленипе тĕнче шайне тухасси пулмастчĕ», – тет Регина кашни ир тенĕ пек уроксем умĕн 15–20 минутшар консультацисем ирттернине пĕлтерсе.

Олимпиада икĕ çула тăсăлнă. Пĕлтĕр Регина ун регионти тапхăрĕн призерĕ пулнă, тĕнче шайне тухма ирĕк çĕнсе илнĕ. Вăл чăн чăвашла, çав тери тĕпчевлĕ иртнĕ. Конкурсантсен 10 тĕп тата вĕсен ăшĕнчи вун-вун вак ыйтусене хуравлама тивнĕ. Вĕсем чăваш чĕлхипе литературин пур пайне те пĕрлештернĕ.

– Унта хутшăнни хамăн вунпĕр çул хушшинчи пĕлĕве тĕрĕслеме, хаклама май пачĕ. Олимпиадăра çĕнтерни маншăн çеç мар, юратнă шкулти хама çул кăтартса, вĕрентсе пынă мĕнпур вĕрентекеншĕн пысăк савăнăç пулчĕ, – тет Регина.

Ку ун пĕрремĕш çитĕнÿ мар. 6–9-мĕш классенче вăл тăван ен культурипе республикăра пĕрре мар çĕнтерÿçĕ те, призер та пулнă. Аслă классенче чăваш чĕлхине çĕнтермелле тĕпченĕ.

– Физикăпа математикăна кăмăллакан, формулăсемпе çутçанталăк пулăмсене ăнкаракан ачасен шухăшлавĕ çав тери çивĕч. Вĕсемпе ĕçлеме кăсăклă, мĕншĕн тесен кунашкаллисем шырама, тупма, ĕнентерме пĕлеççĕ. Пирĕн шкулта кун пек ачасем сахал мар, – калаçăва хутшăнчĕ çĕнтерÿçĕне хатĕрленĕ Ирина Геннадьевна Семенова вĕрентекен.

Хăй çитĕнĕвĕсемшĕн пултаруллă хĕрача ашшĕ-амăшне чĕререн тав тăвать. Иринăпа Владислав Андреевсем икĕ хĕрĕшĕн тĕпĕртетсе кăна тăраççĕ. Тимлĕхе, тĕплĕхе вĕрентни сая кайман – ачисем иккĕшĕ те пурнăç тĕллевĕн хакне пĕлеççĕ.

Халĕ Регина хăй шутланă енпе – техника направленийĕпе – аслă шкула вĕренме кĕрес ĕмĕтпе çунатланнă. Кун валли ун, паллах, майсем çителĕклĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене чаплă çырнă, алăра – ылтăн медаль.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика