Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туллин усă кураççĕ

12 июля 2017 г.

Район администрацийĕн информаци секторĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, унăн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем еплерех пынипе паллашас тĕллевпе Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тата Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн уйĕнче пулнă. Малтанах Малтикас Ялтăрари 500 пуç вырнаçмалăх çĕкленекен çĕнĕ витен строительствипе паллашнă. Кунта ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Çуртăн тăррине витнĕ.

Агрохолдингра мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ çултан-çул ÿсет. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен хисепĕ 3038 пуç шутланать. Сăвакан ĕнесем 1360 пуç. Кăçал тата тепĕр вите тума планланă.

Ферма çывăхĕнче сенаж хываççĕ. Агрохолдингра 1700 тонна утă, 12300 тонна сенаж, 12500 тонна силос хатĕрлеме пăхнă. Уй-хирте ĕçсем, çанталăк уяртнă вăхăтра, самантлăха та чарăнмаççĕ. Выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлессишĕн пурте тăрăшса ĕçлеççĕ.

Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра та сенажпа утă хатĕрлессине аван йĕркеленĕ. ,çсем планпа килĕшÿллĕн пулса пыраççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 50 процент майлă çулнă. Утă та, сенаж та кунсерен хатĕрлеççĕ.

Район ертÿçисем кĕрхи культурăсем мĕнлерех ÿснипе интересленнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, тухăç лайăх пуласси иккĕлентермест.

Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене те çитсе килнĕ. Çавалкас ферминче сĕт оборудованине вырнаçтараççĕ пулсан, Сăкăтра реконструкци тăваççĕ.

Ял хуçалăх кооперативĕ аталану çулĕпе малалла пырать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта кунта сĕт тата аш-какай туса илессине ÿстерме пултарнă.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика