Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхавра – çамрăксем

12 июля 2017 г.

Районта, пĕтĕм республикăри пекех, «Çула çитмен çамрăк» профилактика акцийĕ пырать. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ ыран, июлĕн 13-мĕшĕнче, вĕçленет.

Вунă куна тăсăлакан акци çамрăксене преступленилле çул-йĕртен асăрхаттарас, сыхлас тĕллевлĕ. Çак тапхăрта эпир профилактика субъекчĕсен представителĕсемпе пĕрле вокзалсенче, пасарта, суту-илÿ точкисенче, кану вырăнĕсенче рейдсем йĕркелерĕмĕр. Учетра тăракан çамрăксене, çемьесене, теветкеллĕх ушкăнĕнчи ачасене тĕрĕслесех тăратпăр.

Профилактика акцийĕ вăхăтĕнче право йĕркине пăснăшăн çула çитмен пĕр ачана тата ăнăçсăр пĕр çемьене учета илнĕ. Административлă протоколсем çырма тивнĕ.

Аса илтерес килет, çĕршывра алкоголизаци анлă сарăлнă вăхăтра, суту-илÿ точкисем уйрăмах тимлĕхре. 18 тултарман çамрăксене эрех-сăра сутма юраманнине аса илтерес килет. Çавăн пекех сăра ярса паракан вырăнсенче çула çитменнисен каçхи 11 сехет иртсен вуçех пулма юрамасть.

«Çула çитмен çамрăк» профилактика акцийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ августăн 14–25-мĕшĕсенче иртет.

Эльвира ТАТАРОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн çула

çитменнисемпе тимлекен аслă инспекторĕ.   

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика