Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çурални – çемье тĕрекĕ

12 июля 2017 г.

Пархатарлă ĕçепурнăçлакансеммăшăрланнине çирĕплетекенакта çыракансем, ЗАГСравăйхуракансем. Вĕсенчылай çĕнĕ мăшăра çемьетĕвĕленĕ ятпасаламламативет. РайонадминистрацийĕнЗАГСпайĕнпуçлăхĕ ТатьянаФилиппован çавсамантра çемьехаклăхĕ çинчентепĕрхутасаилтерсе ăшшăнкалаçмативет. Унăн ĕçĕ варатĕрлĕ енлĕ.

– Çынсеныйтăвĕсенетивĕçтерессипе çыхăннă ĕç çăмăлахмар. Акă çемьерепепкекун çутикурчĕ  – ашшĕпеамăшĕ пирĕнпатакилеççĕ. Вĕсенеача  çурални çинченпĕлтерекендокументааллатыттарнă майяланпурнăçраырлăх-сывлăхпателейсунатпăр. Ăшă сăмахпаллахкашнинкăмăлне çĕклет, – терĕ ТатьянаВитальевна. – ЗАГСвăл – çынсене çурални, вилни, мăшăрланни, уйрăлни, ашшĕ ятне çирĕплетни, ятулăштарни, ачаусраваилни çинчендокументпараканофициаллă орган.

Хĕрпекаччăшăнмăшăрланупурнăçричиасраюлакансамант. Ăçта çырăнтаратăр-ха вĕсене?

– Пĕрлешекенсене эпир ятарлă залра çырăнтаратпăр. Кунтах çамрăксене çывăх çыннисем, тăванĕсем саламлама пултараççĕ. Çавăн пекех пурте пĕрле тăрса асăнмалăх сăн та ÿкерĕнеççĕ. Мероприятие ялан савăнăçлă лару-тăрура ирттерме тăрăшатпăр. Пытармалли çук, юлашки çулсенче ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнса пĕрлешекенсем сахалланса пыраççĕ. Каччăпа хĕр пĕр çемьене чăмăртаннине ытларах чух кафере е ресторанта паллă тăваççĕ. Çавăнпа та туй юррисем халĕ ĕлĕкхи пек час-часах илтĕнмеççĕ. Туя мĕнле ирттересси пĕтĕмпех хăйсенчен килет. Кунта эпир сĕнÿ пама пултараймастпăр. Çавах та хăшпĕр туйсем интереслĕ иртеççĕ. 2017 çулхи ултă уйăхра 63 мăшăра çырăнтаратăмăр. Кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхланчĕ.

– Ача çурални – çемье телейĕ. Кăçалхи ултă уйăха илес пулсан, районта демографи лару-тăрăвĕ еплерех?

– Çур çулта районта 164 ача çуралнине регистрацилерĕмĕр. Вĕсенчен 76-шĕ арçын ача, 88-шĕ хĕрача. Патшалăх демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе амăшĕн (çемье) капиталне пама тытăнни витĕм кÿчĕ. Çавна пула чылай çемье иккĕмĕш, виççĕмĕш пепкепе пуянланчĕ. Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕшне çуратакансем те пур. Çакă пире чăннипех те савăнтарать. Ача ытларах çуралать – ял та пурăнать. Çамрăк мăшăрсем тăван кĕтесре тĕпленсен йыш та чакмĕ, пÿртсем те хупăнмĕç.

– Çав вăхăтрах çут тĕнчерен уйрăлса каякансем те пур вĕт-ха. Сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ши?

– Чăн та, вилекенсем те сахалах мар. Кăçалхи ултă уйăхра районти 275 çын пурнăçпа яланлăхах сывпуллашрĕ. Вилекенсен йышĕнчен 145-шĕ арçын, 130-шĕ хĕрарăм. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ 62 çулпа, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашрĕ. Шел пулин те, арçынсем хĕрарăмсенчен сахалрах пурăнаççĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен паллах. Анчах та ĕçкĕ енне туртăнса кайни нихăçан та ырри патне илсе çитермест. Ялти пурнăç çавнашкал вăл: пĕр-пĕр ĕç тупăнсах тăрать. Хыççăн вара шăм-шака çемçетмелле тенешкел черкке хыççăн черкке пушатаççĕ. Вилекенсен йышĕнче ялан ĕçре вăй хуракан çын сахалрах. Кам ĕçсĕр – çавсем ытларах пурнăçран уйрăлаççĕ. Мĕншĕн тесен унашкаллисем ялан «хаяррине» шыраса çÿреççĕ, тĕрлĕ шĕвеке ăша яма хирĕçлемеççĕ. Эрехпе туслашнă çынсен сывлăхĕ те, пурăнас çулĕсем те чакаççĕ. Хăшĕсем тата ют облаçсене ĕçлеме кайсан тĕрлĕ сăлтавпа шар курса вилеççĕ. Çул çинчи инкек те теприсемшĕн синкерлĕ вĕçленет. Тĕрлĕ чиртен хăтăлманни те, спирт хутăшĕ ĕçсе наркăмăшланни те вилĕм сăлтавĕсем пулса тăраççĕ.

– Мăшăрланни лайăх пулăм пулсан, уйрăлу ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăварать.

– Çамрăк чух пĕр-пĕрне килĕштерсе пĕрлешеççĕ, анчах вăхăт иртнĕçемĕн ăнланманлăхсем пулса иртеççĕ. Харкашусем пуçланаççĕ. Çаксем – ырă пулăмах мар. Çавăнпах уйрăлаççĕ. Шар кураканни вара – айăпсăр ача. Паллах, пĕрлешнĕ самантра пурте пĕрлехи лайăх пурнăç çинчен ĕмĕтленет. Пурăна-киле хăшпĕр çемьерен телейĕ темшĕн-çке тарать. Акă кăçалхи ултă уйăхра районта 33 мăшăр уйрăлчĕ. Кăтарту савăнтармасть. Çемье хаклăхĕсене упрасси мăшăрсенчен хăйсенчен килет. Арçынпа хĕрарăмăн ачана тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересчĕ, çĕршыва юрăхлă çын тăвасчĕ. Çакă кашни мăшăршăн тĕп тĕллев пулмалла.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика