Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçата телефонпа шăнкăравласа çырăнаççĕ

08 июля 2017 г.

Ялсене тухса çÿренĕ май, «почтальонкăна курмарăм та хаçат çырăнаймарăм», – тенине пĕрре мар илтнĕ. Ял çынни яланах ĕçре те, тен, чăн та, нумай чухне хаçат-журнала почта ещĕкне чиксе хăварнине сиссе те ĕлкĕреймест пулĕ.

Çĕрпелти çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансене вара кун пек чухне телефон пулăшать. Ку тăрăхра пурăнакансем хăйсен ялĕсенчи почтальонсене çеç мар, кĕсье телефонĕн номерĕсене те аван пĕлеççĕ. «Çырăнтару тапхăрĕ пĕтмен-и; Эп хаçат çырăнмасăр юлман-и?» – кăсăклансах тăраççĕ иккен.

Çакăн пек хастар ĕçленипех ĕнтĕ Çĕрпелти уйрăмра вăй хуракансем пичет изданийĕсене çырăнтарассипе малта пыраççĕ. Çĕрпел почтальонки Ольга Александровна Ластухина акă «Çĕнтерÿ çулне» 87 киле çитерет. Хурăнсур Çармăсра Нина Анатольевна Воробьева  тăрăшнипе 89 çемье район хаçачĕпе туслашнă.

Надежда Елизаровна Коршунова почта ĕçĕнчи стажĕпе пуринчен те ирттерет – пĕтĕмпе 22 çул. Хăйне шаннă пысăках мар Кайри Тукай ялĕнче «Çĕнтерÿ çулне» 48 çемьене салатать.

– Çитĕнÿ пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пымасăр, хавхаланса ĕçлемесĕр пулмасть. Почтальонсем, çавăн пекех Галина Борисовна Григорьева оператор та плана тултарассипе тăрăшса тимлеççĕ. Хам ĕçченсемпе тивĕçлипех мухтанатăп, вĕсем маттур пулнишĕн савăнатăп, – тет Çĕрпелти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Елизарова.

Сăмах май, Раççей Почти кунĕ умĕн профессири пысăк ăсталăхшăн Татьяна Петровна Елизарована Раççей Почтин филиалĕн – Федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш енри управленийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Коллектив çитĕнĕвĕнче, паллах, ял çыннисен тÿпи те пысăк. Тĕрĕсрех, вĕсем хаçатпа туслă пулса пурнăçпа тан утма тăрăшас, ăс-хакăла аталантарсах пырас тени. Вулакан çыннăн ăсĕ мăкалмасть тесе ахальтен  каламаççĕ ĕнтĕ.

Ку уйрăмра тимлекенсене тепĕр енчен те ăнăçнă – Татьяна Елизарова палăртнă тăрăх, «Янгорчино» тата «Санары» хуçалăх ертÿçисем Геннадий Романовпа Роберт Петров хăйсен ĕçченĕсене хаçат çырăнса парса хавхалантараççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика