Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕхрен, тараватлăхран тĕлĕнтĕм

08 июля 2017 г.

Нумаях пулмасть район хаçатĕнче Кÿлхĕрри кÿлли çумĕнче районти инвалидсен обществи йĕркеленипе пулă тытассипе ăмăрту пулни çинчен çырнăччĕ. Эпĕ те çав мероприятие çитсе куртăм.

Мана, ют ялтан килнĕ çынна, мĕн тĕлĕнтерчĕ-ха; Кÿлхĕрри, иккен, пысăк ял. Кашни урамра тирпей-илем хуçаланать. Ăна ютран килсе туса паман, çыннисемех çавăн пек тирпейлĕ ĕнтĕ.

Кÿлĕ хĕррипе икĕ рет çамрăк хурăнсем лартса тухнă. Пĕринне те пĕр турат та милĕк валли хуçман, аякран лăпăс-лăпăс курăнса лараççĕ. Пирĕн патăрта, Пальа пуçĕнчи хурăнлăха, йăлт авса, хуçса, касса илемсĕрлетсе хăварчĕç. Çынранах килет çавă.

Кÿлхĕрринче ирттернĕ пулăçсен кунне йĕркелекенĕсем, хăнасене кĕтсе илекенĕсем – Замирапа Владимир Ржановсем. Вĕсем хăнасем валли техĕмлĕ пулă шÿрпи хатĕрленĕ, пуллине те ăшалама ÿркенмен, çавăн пекех пулă вăлчинчен хатĕрленĕ катлетсем те сĕтеле илем кÿчĕç. Хăнасене питĕ тарават кĕтсе илсе хăналарĕç.

Пухăннă хăнасене тата мĕн тĕлĕнтерчĕ-ха; Владимирăн мăшăрĕ, Замира, – узбек хĕрĕ, чăвашла çав тери таса калаçни. Иккĕшĕ те сусăр пулин те, нихăçан та пуçа усмаççĕ. Замира ура ыратнипе аптăрать, Вадимирăн икĕ ури те протезпа. Пурпĕрех иккĕшĕ те вăр-вар çÿресе хăнасене пăхрĕç. Вĕсем ырă кăмăлĕпе кашни çынна тыткăнларĕç, вĕсенчен  уйрăлма та йывăр пулчĕ. Çитес çул вара пире Трак тăрăхне хăнана чĕнчĕç.

Ржановсене мĕн сунас – яланах сывлăхлă пулччăр, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнччăр, вĕсен тараватлăхĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр. Владимир Иванович – ял старости, яланах халăхшăн, ялшăн тăрăшса пытăр.

Анна ПЕСКОВА.

Пăваяль.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика