Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнарсен юрри Мускав çийĕн саланнă

05 июля 2017 г.

Вăрнар артисчĕсен пысăк пултарулăхне кура вĕсен юрри-ташшине юлашки çулсенче республика тулашĕнчи сценăсем çинче чылай куратпăр. Иртнĕ шăматкун, акă, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» ушкăн Мускавра иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăннă.

Чăваш енрен ,çпе юрă тата спорт уявне виçĕ коллектив кăна хутшăнма тивĕçнĕ, вăрнарсемсĕр пуçне Красноармейски тата Çĕмĕрле районĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем.

«Санар» ушкăн ертÿçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Иванова каланă тăрăх, район артисчĕсене хапăл туса йышăннă. Мускавра пурăнакан чăвашсем концерта ахаль кăна пăхса ларман, вăрнарсемпе пĕрле юрланă-ташланă. Çакă пирĕн пултаруллă ентешсене питĕ килĕшнĕ. Валерий Кудрявцев купăсçă пухăннисене илемлĕ кĕвĕсемпе ташă картине йыхравланă.

Акатуйăн официаллă пайĕнче Мускав чăвашĕсене пирĕн ентеш – Вăрнарта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускаври чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев саламланă. Уява Чăваш Республикине туса хунăранпа 97 çул çитнине тата Андриян Николаев космонавт тĕнче уçлăхне тухнăранпа 55 çул çитнине халалланă.

«Санар» ушкăн Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăннă ятпа ятарлă диплома тивĕçнĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика