Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалăвăн чи пĕчĕк виçине кура

05 июля 2017 г.

Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, федерацин 2016 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 460-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕç укçин çĕнĕрен палăртнă чи пĕчĕк виçи 7800 тенкĕпе танлашать.

Страхланă тĕслĕхсем çÿлерех палăртнă вăхăтра тата каярахпа пурнăçа кĕрсен вăхăтлăх ĕçлейменнишĕн, ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи, пепкене пăхнăшăн паракан пособисене шутланă чухне чи пĕчĕк ĕç укçин çĕнĕрен палăртнă виçине тĕпе хураççĕ.

2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăй илнĕ страховани тĕслĕхĕ тăрăх, тивĕçекен пособие шутлама кирлĕ кулленхи вăтам шалу 256,44 тенкĕ пулни обязательнăй социаллă страховани тÿлевĕн суммине витĕм кÿрет, паллах. Тĕслĕхрен, ача çуратас умĕнхи тата çуратнă хыççăнхи 140 куншăн палăртмалли пособи шутлав тапхăрĕнче шалусăр ларнă е ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалтарах илнĕ хĕрарăмăн 35901 тенкĕпе танлашать.

Ачана 1,5 çула çитиччен пăхнăшăн уйăхсерен тивĕçекен тÿлев вăтам шалăвăн 40 процентне çитмелле-тĕк, унăн вăтам сумми МРОТпа шайлашнă чухне пĕрремĕш пепкешĕн 3120 (7800 тенкĕ х 40:) тенкĕ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика