Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Касу пăхма пыманшăн вĕлернĕ

05 июля 2017 г.

Иртнĕ уйăхри район территорийĕнчи криминогенлă лару-тăрăва лăпкă теме çук. Полицин «Вурнарский» пайĕн сводкинче пăшăрхануллă тĕслĕхсем сахал мар çырăннă.

Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче Пушкăртстан çамрăкне пула «Август» Фирма 25 млн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Арçын «МАЗ» автомобильпе усă курса Орел облаçĕнчи Ливны хулинчи «Агронова–Ливны» АХОн завочĕ валли тесе суйса Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчен хими препарачĕсене тиесе тухса кайнă. Водителе шыраççĕ.

Июнĕн 4-мĕшĕнче Кушлавăшра пулнă инкеклĕ пулăм – ăссăрла хăтлану. 50-ри арçын арăмне касу пăхма пыманшăн хĕнесе вĕлернĕ.

Иртнĕ уйăхра çаратнă-вăрланă тĕслĕхсем чылай çырăннă. Июнĕн 14-мĕшĕнче: акă: 47-ри арçын 63-ри хĕрарăмăнне уççăнах 5 пин тенкине кăларса илнĕ. Июнĕн 19-мĕшĕнче Хирпуçĕнче палламан çын А. çурчĕ умĕнче ларнă ПКУ-08 погрузчикăн икĕ гидроцилиндрне кăларса илнĕ.

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 22-мĕшĕчченхи тапхăрта вара унчченхи Суворов ячĕллĕ хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕнче ларнă И.-н ГАЗ-53 автомобилĕнчен тăватă диск: цилиндрсен блокне кăларса илнĕ: 20 миллиметрлă 50 метр тата 14 миллиметрлă 25 метр троссем вăрланă.

Июнĕн 22-мĕшĕнче полици ĕçченĕсем преступленилле икĕ ĕçе уçса панă. Пĕри 2014 çулта тунăскер. Чулхула çынни Вăрнарти «Магнит» лавккара 5 пин тенкĕлĕх суя укçапа усă курнă. Унăн явап тытма тивнĕ.

Полици ĕçченĕсен ачасемпе çамрăксен «Рассвет» спорт шкулĕн йĕлтĕр базинчен çухалнă япаласене çаратакансене вăрах шырама тивмен. 18 чукун радиатора: 40 метр тăршшĕ электрокабеле: вентиляци курупкине йăкăртаканĕсем – пĕр организаци водителĕсем.

Çак кунах Сăкăтра фельдшерпа акушер пункчĕ çунса кĕлленнĕ. Сăлтавĕ – электропроводка юсавсăр пулни.

Июнĕн 14–25-мĕшĕсенче Мăн Турханти çамрăк пĕр хĕрарăмăн пÿрт уççине юраттарса кĕрсе апат-çимĕç – консерва: кăлпасси: канихвет: печени: пельмень – вăрласа тухнă.

Юлашки вăхăтра хамăр районта та çынсене улталанă тĕслĕхсем  пулкаларĕç. Мăньял Хапăс çыннисем акă Шупашкарта пурăнакан: унччен çаратнăшăн: мушенникла ĕçсем тунăшăн айăпланнă 22-ри çамрăкăн ултавне çакланнă. Каччă «РосГаз» ТМЯО ĕçченĕ тесе суйса «Страж» сигнализаторĕсем сутнă.

Июнĕн 29-мĕшĕнче полици ĕçченĕсем Уфа çыннисем Уравăш çыннин мобильлĕ устройствине вируслă программăпа сиенлетнине уçса панă.

Июль пуçланчĕ кăна-ха, районта инкеклĕ пулăмсем çырăнма та ĕлкĕрнĕ. Июлĕн 1-мĕшĕнче Мăн Элменте электропередача линийĕ татăлнипе  икĕ ĕнене тата икĕ сурăха вилмеллех ток çапнă.

Вырсарникун Çĕньял Нурăс ялĕ çывăхĕнче авари пулнă. Элĕк район çынни хăйĕн ВАЗ-2199 автомашинипе хирĕçле çул çине  тухса ВАЗ-2110 автомобильпе çапăннă. Ун водителĕн сывлăхне сиен кÿнĕ. Уравăш арçыннине çурăм шăмми айăпланнипе районти тĕп больницăна ăсатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика