Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри йывăрлăха психолог сирме пулăшĕ

01 июля 2017 г.

Нумай чухне çынсене психолог патне кайма обществăра çуралнă хăнăхнă йăласем тытса чараççĕ. Ку – иртнĕ ĕмĕртен юлнă ăссăрла шухăш-и е чăннипех те шиклĕх валли сăлтав пур? Çакăн пирки Вăрнар район тĕп больницин медицина психологĕпе Елена Минаевапа калаçатпăр.

– Ырă кун, Елена Николаевна. Сирĕн ĕç опычĕ пысăк. Çавăнпа та çынсем психолог патне мĕншĕн çÿреме хăранине аван пĕлетĕр ĕнтĕ?

– Чи анлă сарăлнă хăнăхнă йăласем пиллĕк. Пĕрремĕшĕ – психолог патне çÿрени намăс тата ун пулăшăвне çемçешке кăмăллă çынсем çеç илни. Анчах та эпир пурте – вăйлисем те, вăйсăррисем те – йывăрлăхсем сиксе тухсан тепĕр çын пулăшăвĕ-ăнланăвĕ кирлине туятпăр. Ку лару-тăруран кашни тĕрлĕрен тухать. Тăвансемпе, юлташсемпе, ăнсăртран çулташсемпе калаçни, паллах, аван. Шел те, теприсем йывăрлăха хăйсем тĕллĕн  çĕнеймеççĕ – сиенлĕ йăласен витĕмне лекеççĕ.

Çавăнпа та пур чухне те психолог патне кайни аван. Вăл хăйĕн шухăшне вăйпа ĕнентерттермест, юлташсемпе танлаштарсан,  çыннăн лару-тăрăвĕ тĕлĕшпе элексем пуçтармасть, психолог йывăр пулăма уçăмлатма, хутшăнусене йĕркелеме пулăшать.

Иккĕмĕшĕ – «чирлĕ мăккăльсене» тĕкĕнни, калас килменни çинчен калаçни. Тÿрех калам, çын психолога мĕн калас килнине çеç пĕлтерет, вăрттăннине вăл тĕкĕнмест. Анчах та  практикăра çынсем психолога ытларах шанма тытăнаççĕ, вăхăт иртсен маларах калама хăранине те уçса параççĕ. Çакă лару-тăруран çăмăллăн  тухма пулăшать те çынна.

Виççĕмĕшĕ – калаçу нимĕн те улăштармасть тени. Ку та йăнăш шухăш. Психологпа калаçнă май çын хăйĕн лару-тăрăвĕ, хăй çине урăхларах пăхма тытăнать, çын хăтланăвĕсене улăштарма пулăшать. Психолог нихăçан та пушă параппан çапмасть. Çын хăйне никам та пулăшма пултараймасть тесе çирĕплетет пулин те специалиста итлесе пăхмаллах.

Тăваттăмĕшĕнчен, психолог патне чăннипех те пысăк ыйтупа кăна каймалла тени. Кун пек чухне çын хăйĕн ыйтăвĕ пирки иккĕленни. Енчен те çынна мĕн те пулин хытах пăшăрхантарать пулсан ăна тимлĕх кирлех. Çавăнпа та профилактика валли психолог пулăшăвне илмеллех. «Мана япăх» тесе шутласа илниех пулăшу кирлине пĕлтерет.

Пиллĕкмĕш йăнăш шухăш – килти «çÿп-çапа» кăларма юрамасть тени.  Нумай чухне хутшăнусенчи ăнланусăрлăхран тухма пулăшаканĕ – виççĕмĕш çын. Çак çын психолог пулсан аванрах, мĕншĕн тесен вăл сирĕн чĕрери йывăрлăхсемпе нихăçан та сире хирĕçле усă курмĕ.

– Çапах та психолог патне каяссине çак сăлтавсем кăна чараççĕ тесе çирĕплетме пулать-и?

– Паллах, нумай сăлтав хыçĕнче çын хăй хăрани пытаннă. Чылайăшĕ ыйтусем пуррине йышăнасшăн мар. Анчах та çакă пурнăçри шанчăклăха, тăнăçлăха аркатасси патне илсе çитерме пултарать.

Тепĕр ен тата – çын пурнăçа улăштарма хăрани. Çакă нумай чухне вăраха тăсăлса кайнă ыйтусемпе, конфликтсемпе çыхăннă. Кунашкаллисен шучĕпе, лайăххи нимĕн те пулмасть.

– Тен, пирĕн халăхшăн хальлĕхе психолог патне çÿресси ют?

– Ку сăлтав та пур. Европăра ак психолог пулăшăвне илесси норма шутланать. Шел те, пирĕн çынсем нумайăшĕ çакна сивлеççĕ-ха. Анчах та лару-тăру ырă енне улшăнас шанăç пур. Вăрнар район тĕп больницинче ĕçлеме тытăннăранпа чылай çынна пулăшу пама май килчĕ. Çакă савăнтарать.

– Пирĕн вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Тĕрĕссипе, мĕнпур саманара психолог функцийĕсене пурнăçлакансем пулнă – учительсем, тухтăрсем, тĕн ĕçченĕсем, шамансем, карчăксем т.ыт.те. Çакăнтанах психологи наука пек аталаннă та. Паянхи психолог – ятарласа хатĕрленĕ специалист, вăл чун сывлăхне çăлма тата çирĕплетме пултараканĕ. Çавăнпа та манăн вулакансене чĕрери, чунри йывăр ыйтусене вăраха ямасăр психологпа уçăмлатма чĕнсе калас килет.

– Кăсăклă калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика