Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлипех мухтанатпăр

28 июня 2017 г.

Çĕрпÿ районĕнче çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен республикăри черетлĕ финалĕ иртрĕ. Унта Чăваш енри професси пĕлĕвĕ паракан 22 вĕренÿ организацийĕ хутшăннă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ те район чысне хÿтĕленĕ.

Дмитрий Прокопьев, Антон Павлов, Домна Антонова, Александр Пырков, Светлана Степанова, Анатолий Евдокимов, Никита Федоров, Эдуард Федоров, Алексей Федоров, Ульяна Прохорова тата Валентина Евдокимова вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех вăйăсене хатĕрленчĕç. Вĕсен теорипе практикăна çыхăнтаракан 15 конкурс витĕр тухмалла пулчĕ.

Çитĕнÿ кĕттермерĕ. Ял хуçалăх техникумĕн çамрăк армеецсен команди пĕтĕмĕшле кăтартупа виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, яваплăха туйма, пĕлÿ туптама ачасене ăста вĕрентекенсем Галина Александровна Павловапа Владимир Аркадьевич Максимов пулăшса пычĕç.

Эпир, Вăрнар техникумĕнчи вĕрентекенсем тата вĕренекенсем, çамрăк армеецсен командине, вĕсен ертÿçисене тав сăмахĕ калатпăр, ăнăçу сунатпăр, эпир вĕсемпе мухтанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика