Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуканкасси ялĕнчи Павловсен ҫемьинче бриллиант туя чыслăн паллă турĕҫ

14 августа 2014 г.

Пуканкасси ялĕнчи Павловсен ҫемьинче бриллиант туя чыслăн паллă турĕҫ

Утă уйăхĕнче Пуканкассинчи Павловсен килĕнче пысăк уява паллă турĕҫ. Мария Никитичнăпа Алексей Павлович пĕр ҫемьене чăмăртаннăранпа, пĕрне-пĕри хисеплесе, килĕштерсе 60 ҫул ҫитнине ачипе, кинĕсемпе, кĕрўшĕпе, мăнукĕсемпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа паллă турĕҫ. 

Мария Никитична Мăн Хирлеп ялĕнче ҫуралса ўснĕ, ҫамрăк чух та, качча тухсан та ҫав ялти кирпĕч заводĕнче нумай ҫул ĕҫленĕ. Хастар та ĕҫчен пулнăшăн нумай хутчен тав хучĕсене тивĕҫнĕ.

Алексей Павлович Пуканкасси ялĕнче ҫуралса ўснĕ, ачаран пуҫласа мĕн тивĕҫлĕ канăва тухиччен тăван «Гвардеец» колхозра ырми-канми тăрăшнă. Пенси ҫулне ҫитсен те килте алă усса ларман, мельникра хура ҫăнăх арманĕнче, хуҫалăх валли те, ял хуҫалăхĕ валли те ҫăнăх авăртнă.

Иккĕшĕ те «Ĕҫ ветеранĕ» ята тивĕҫнĕ.

Виҫĕ ывăлпа пĕр хĕре пурнăҫ парнеленĕ вĕсем. Ачисем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайсан та  хуйха чăтса ирттерсе малаллах талпăннă Павловсем. Ĕҫре те, хуйхă-суйхăра та пĕрне-пĕри ăнланса пурăнни вĕсене йывăр вăхăтра пулăшнă.

Мария Никитична крючокпа та йĕппе те ҫыхма, тĕрлĕрен тĕрĕсем тĕрлеме ăста. «Ман пĕрре те ĕҫсĕр ларас килмест, капла хуйха-суйха та манатăн», - тет алă ăсти. Ял уявĕнчи куравсенче ун ĕҫĕсене куракансем яланах касăкланса пăхаҫҫĕ. 

Чыслă юбилейпа вĕсене Ярмушка ялĕнчи ветерансен «Утмăлтурат» ушкăнĕ саламларĕ.

Л.ГРИГОРЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика