Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк патриотсен уявĕнче

25 февраля 2014 г.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ Мăн Явăшри вăтам шкулта ялан пысăк уяв шутланнă. Çĕнĕ çул хыççăн çак тĕле уйăх ытла хатĕрленеççĕ. Февралĕн 23-мĕшĕ ячĕпе çар парачĕ иртет, унта 2-мĕш класран пуçласа пурте хутшăнаççĕ, класс командирне палăртаççĕ, стройпа пĕр евĕрлĕ утма, командăсене тĕп-тĕрĕс пурнăçлама хăнăхаççĕ, форма çĕлесе хатĕрлеççĕ, строй юррисене вĕренеççĕ т. ыт. те. Парад йышăнма, яланхиллех, Мускавран «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци хастарĕ Э.В.Васильев полковник килсе çитет. «Классем çуллен улшăнсан та, парада хутшăнакансен ăсталăхĕ ÿссе, çивĕчленсе пырать», – терĕ вăл хальхинче. Командăсен маçтăрлăхне çар службинче пулнисенчен йĕркеленĕ жюри хакларĕ. Вунă командăран пур енĕпе те 1-мĕш вырăна 6-мĕш класрисем, 2-мĕшне 5-мĕшĕнчисем, 3-мĕшне 9-мĕшĕнче вĕренекенсем тухрĕç тесе палăртрĕ. Çар формине хăй валли пуринчен те капăртарах 9-мĕш класс шутласа кăларнă. Строй юррипе 2-мĕш класс çĕнтерчĕ. Чи пултаруллă командирсем – Алина Краснова тата парада хатĕрлекенĕсенчен пĕри – Леонид Федоров. Çĕнтерÿçĕсем шкулпа Эрик Васильевичăн парнисене тата наградисене тивĕçлĕ пулчĕç.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика