Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăсла пĕлетпĕр-и?

22 февраля 2014 г.

МГИМО профессорĕ Юрий Вяземский Пĕрремĕш ТВ-каналпа «Ăслă хĕрупраçпа яш-кĕрĕм» кăларăмсен ярăмне тытса пырать, унта пулас дипломатсене, шкул саккинченех тĕнчери хутшăнусен çыннисем пуласшăннисене явăçтарать. Пирвайхи заданипе вырăс чĕлхине мĕнле пĕлнине тĕрĕслеççĕ. Çакна уйрăмăнах тимлĕ сăнатăп. Шкулта чи лайăх вĕренекенсем те ку ĕçе пĕр кăлтăксăр пурнăçланине курмарăм, пĕр сăмахрах икĕ-виçĕ йăнăш туни тăтăшах пулкалать. Эп тÿрлетни вĕсеннинчен тĕрĕсрех. Вырăсла мана Хапăс шкулĕнче Лидия Яковлевна, Калининăра Мария Дмитриевна вĕрентнĕ. Тавтапуç сире, учительсем!

ЕГЭ (ППЭ) шкулта инкеклĕ пысăк пăтăрмах турĕ. Çирĕм çулта чи сахал вулакансен çĕр-шывĕ пулса тăтăмăр. В.Путин литературăпа сочинение патшалăх экзаменĕсен шутне каялла тавăрма сĕннĕшĕн хĕпĕртерĕм. Диктант та, изложени те, сочинени те ытларах çыртармалла. Вулавран, литературăран ютшăнни культурăллă çын пулаймасть. Эпир, чăвашсем, вырăсла хăвăрт вĕренекен халăх. Чăваш ачисене икĕ-виçĕ чĕлхепе пĕр тан шайра вирлĕрех тимлесе авăрласчĕ!

Никита Михалков пĕр танлăха килĕштермест. «Пурнăç шайĕпе çынсем пурте пĕр тан пулма пултараймаççĕ», – тет кинорежиссер. Никита – монархист, долларлă бизнесмен, вăл олигархсем Раççейрен хăйпăтнă миллиардсене чикĕ леш енчи офшорсене куçарнăшăн, «ку çĕр-шыври халăха» çурмалла ытла чухăна кăларнăшăн пăшăрханмасть.

Шутсăр хытă вĕренмелле пирĕн, чăвашсен! Иван Яковлевич хушнă пек.

Василий КОЖАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика