Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ман мучи – чăн-чăн полковник

24 февраля 2014 г.

Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ çывхарнă май кукаçин пиччĕшĕ, сывлăш десант çарĕн ветеранĕ, отставкăри полковник Геннадий Иванович Иванов çинчен кăштах çырса кăтартас килчĕ.

Мучи 1937 çулта Кĕçĕн Кипекри пĕрремĕш тракторист – Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçлĕ пулнă Иван Николаевич Николаев колхозник çемйинче çуралнă. 1955 çулта ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн пĕр çул Мускаври чукун çул çинче ĕçленĕ. 1956 çулхи июльте ăна Совет çарне илнĕ. Ăна пĕчĕкрен çар çынни пулас ĕмĕт канăç паман.

Ашшĕне, вăрçă вăхăтĕнче броньпе хăварнăскере, вăрçа хăй ирĕкĕпе кайма тăрсан темиçе хутчен каялла тавăрнă. «Тылра кирлĕрех эсĕ», – тенĕ. Хĕрарăм трактористсемпе тата ачасемпе пĕрле вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ, трактор бригадине ертсе пынă. Çавăнпах-и, тен, ывăлĕсене (вĕсем пиллĕкĕн) çар çыннисем тăвас килнĕ. Аслă ывăлĕ Николай 1943 çултан пуçласа вăрçăра çапăçнă. 1948 çулта, йывăр аманса сывалнăскер, киле тĕрĕс-тĕкелех таврăннă. Павел, Василий, Иван салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Запасри офицерсем пулнă.

Геннадий сывлăш десант çарне лексе сержантсен шкулне пĕтернĕ. Унтан ăна малалла вĕренме сывлăш десант училищине Алма-Ата хулине янă. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн вĕсен училищине Рязане куçарнă. 1960 çултан офицер службăра тĕрлĕ çĕрте тăнă. 1968 çулта М.В.Фрунзе ячĕллĕ çар академине вĕренме кĕнĕ. 1971 çулта кăтартуллă диплом хÿтĕленĕ. Ун хыççăн парашют-десант батальонĕн командирĕ, дивизире оперативлă уйрăм начальникĕн çумĕ, кĕçех начальникĕ пулнă. Кубăра – уйрăм бригада штабĕн начальникĕ, Венгрире – дивизи штабĕн начальникĕ. 1985 çулта полковник званипе запаса тухнă.

Ĕçсĕр ларман, паллах, Гена мучи. Украинăри Николаев хулинче «Экватор» заводра уйрăм участокĕн пуçлăхĕнче 16 çул пархатарлă ĕçленĕ, нумай наградăна тивĕçнĕ. Медалĕсемех вуннă. 77 çула кайрĕ пулсан та сывлăхĕ лайăх. Пирĕнпе пĕрле конькипе те, йĕлтĕрпе те ярăнать. Мухтанатăп эпĕ хамăн мучипе. Пур çĕрте те вăл чăваш ятне яман. Хастар салтак пулнă, 30 çул мирлĕ пурнăçа хÿтĕленĕ. Уяв ячĕпе ăна чĕререн, хĕрÿллĕн саламлас килет. Ырлăх та сывлăх сире, Геннадий Иванович!

Ксения АЛЕКСЕЕВА, «Çĕнтерÿ çулĕн» Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнчи юнкорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика