Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Разведчик сукмакĕ

22 февраля 2014 г.

Разведчик сукмакĕ

Пурăннă пулсан асатте, Çавалкасра çуралса ÿснĕ Леонтий Романович Кустин, 90 çул тултаратчĕ...

– Нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ вăл ялти çынсенчен. Ирхине икĕ туйи çине таянса колхоз правленине ĕçе каятчĕ, утсан-утсан тăрса канатчĕ. Канмалли чухне канатчĕ, савăнмалли вăхăтра савăнатчĕ. Анчах пурнăç шăпи унăн ыттисенчен урăхларах пулнă тесен те йăнăш мар. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче разведчик пулнă вăл, нумай тÿссе ирттернĕ. Иртнĕ вăхăт çинчен аса илнине час-часах илтме çукчĕ унран. Çапах та хăш-пĕр чухне кăмăлĕ çаврăнатчĕ. Ун чухне мана, хăйĕн ывăлне, пулни-иртни çинчен каласа паратчĕ. Ăна итлес тесе темĕн ĕç тума та хатĕрччĕ эпĕ. Чĕрĕ пулнă пулсан, аслаçу, Леонтий Романович, кăкăрĕ çине Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕсемпе медалĕсене çакса хăйĕн паттăрла ĕçĕсем çинчен ÿсекен ăрăва каласа панă пулĕччĕ, – терĕ атте, асатте пирки сăмах пуçарнă май.

Асатте вун çиччĕ тултарсан вăрçă пуçланнă. Тăван çĕр-шыва тăшмансем таптанăшăн хĕрÿ чĕреллĕ каччăн чунĕ ыратнă. Вăл Нурăсри çар комиссариатне çÿреме пуçланă. Хăйне вăрçа яма ыйтнă. Вун пилĕк хутчен çитнĕ вăл унта. Вун саккăр тултарсан, 1942 çулта, ăна фронта илнĕ. Асатте Ленинград фронтне, 42-мĕш армин 142-мĕш уйрăм тинĕс çар пехотин чаçне лекнĕ. Çÿллех мар йăрă чăваш каччи разведчик пулса тăнă. Нимĕç чĕлхине ăнланма, разведкăра хăйне мĕнле тытмаллине виçĕ уйăх ытла вĕрентнĕ вĕсене.

Атте малалла калать. Асатте сăмахĕсене аса илет: «Тĕлĕнмелле хăрушă. Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешнĕ. Зенитчиксем орудисенчен переççĕ. Балти штурмовикĕсем çĕре çити анса нимĕçсен танкĕсемпе пехотине атакăлаççĕ. Кĕçех эпир, пехотинецсем, çапăçăва кĕтĕмĕр. Танксем хыççăн пĕшкĕне-пĕшкĕне пырса нимĕçсен дзочĕсем патне çитрĕмĕр. Унта вара …»

– Аслаçу «чĕлхе» тытма кайнине каласа паратчĕ. «Пирĕн ушкăн пĕр-пĕрин хыççăн хăва тĕмĕсем хушшипе шăвать. Пурте шăп. Умра – тăвайкки, хыçĕнче – фашистсем. Инçех мар йĕплĕ пралук, траншейăсем. Кашни вунă минутра тавралăха ракета çутатать. Разведчиксем çав вăхăтра çĕр çумне çыпăçса, сывламасăр тĕттĕмлĕхе кĕтеççĕ. Йĕплĕ пралук патне çитеççĕ. Умри нимĕç часовойĕ ÿсĕрме тытăннă. Çав сасăпа усă курса йĕплĕ пралуксене татма пуçлаççĕ. Нимĕç траншейисем те инçех мар ĕнтĕ. Разведчиксем траншейăна сиксе икĕ нимĕçе сĕтĕрсе тухаççĕ. Сехет çурăран вĕсене полк штабне илсе çитереççĕ».

Пирĕн килте асаттен орденĕсемпе медалĕсем пурте упранаççĕ. Вĕсене атте кашни çул майăн 9-мĕшĕнче килти чи хисепĕ вырăна – пысăк тĕкĕр айне – кăларса çакать. Алеша шăллăмпа Мухтав орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн», «1941–1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсене тытса пăхатпăр, асаттепе мухтанатпăр тата мăнаçланатпăр. Хыççăн атте пире асаттен вил тăприйĕ çине илсе каять. Ăна чысласа чечексем лартатпăр.

Алена Кустина,

Шупашкарти 28-мĕш номерлĕ вăтам шкулти чăваш чĕлхипе

литературине

вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика