Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçе пурнăçлама вĕрентес тĕллевпе

22 февраля 2014 г.

Тивĕçе пурнăçлама вĕрентес тĕллевпе

Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕн художество уйрăмĕн преподавателĕ Владислав Кудряшов Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн çулсеренех тĕрлĕ çар çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелет. Ку, чи малтанах, çитĕнекен ăрура çарпа патриотизм туйăмне вăратас, историе упраса хăварас тĕллевпе пуçарнă шухăш.

Виçĕм кун кунта запасри çар çыннисемпе Александр Семенович Валериановпа тата Владимир Антонович Михайловпа ирттернĕ калаçура та çак тема малти вырăна тухрĕ. Хăнасем хăйсен калаçăвĕнче икĕ ăру хушшинче çар тивĕçĕн чысĕ тĕрлĕ хисепре пулнине палăртрĕç. Паянхи çамрăксем салтак аттине тăхăнассинчен пăрăнаççĕ пулсан, вĕсен вăхăтĕнче кунашкал каччăсене айваннисен шутне кĕртнĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем шкултанах çара хатĕр вĕренсе тухнă. НВП урокĕсем салтакри «учебка» тапхăрĕнчен ытлашшиех уйрăлса тăман: алла пăшал тытма та, стройпа утма та, противогазпа чупма та, палăртнă вырăнсене тупма та, ыттине те вĕреннĕ. Чăваш ачисем чăтăмлăхпа пуринчен ытларах уйрăлса тăнă, çавăнпа та вĕсене кирек хăш вырăна службăна яма пултарнă. Чи пĕлтерĕшли – кашни арçын ача салтак пулма ĕмĕтленнĕ.

«Сирĕнте кашнинче патриотизм туйăмĕ пулмалла. Унсăрăн çĕр-шыв та вăйсăр, пуласлăх та тĕтреллĕ пулĕ», – çак шухăша пĕрре мар палăртрĕç А.Валериановпа В.Михайлов. Паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансем тĕл пулу тĕлне хатĕрленĕ ÿкерчĕксен куравĕпе тимлесе паллашрĕç, вĕсен авторĕсен çар тематикинчи пĕлĕвĕ начар маррине каларĕç. Чи маттуррисене те палăртрĕç. Хĕр ачасем хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăна Вăрнарти Кристина Трофимовăпа Диана Андреева пайларĕç. Яна Васильева (Вăрнар) ÿкерчĕкĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Арçын ачасенчен ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçисем çаксем пулса тăчĕç: Дмитрий Давыдов (Вăрнар), Сергей Васильев (Кÿстÿмĕр) тата Стас Шоркин (Вăрнар).

Хăнасем ÿкерчĕксене хакланă вăхăтра Владислав Платонович Кудряшов вĕренекенсемпе çар тематикипе викторина ирттерчĕ. Кашни тĕрĕс хуравшăн парне вырăнне пĕрер пуля тивĕçрĕ – мероприяти хыççăн вĕсемпе ачасем пневматикăллă винтовкăран печĕç. Конкурсра чи тĕл перекенсем вара Михаил Самаров, Никита Васильев тата Дмитрий Давыдов пулчĕç.

Уява Владимир Антонович Михайловăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ инструментсемпе кĕвĕсем выляса илемлетрĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика