Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей патриотне – асăнмалăх медаль

22 февраля 2014 г.

Раççей патриотне – асăнмалăх медаль

Мускав гарнизонĕнче офицерсен керменĕнче февралĕн 18-мĕшĕнче РФ Правительстви çумĕнчи Раççей патшалăх çар историпе культура центрĕн коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Патриотла ĕç-хĕл хастарĕсене чысланă. Çав шутра Чăваш ен офицерĕсен Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» обществăн активĕнчен пиллĕкĕн: Владислав Алексеевич Ильин вице-адмирал, Иван Николаевич Николаев полковник, Эрик Васильевич Васильев полковник (медаль "Б-11005), Геннадий Александрович Викторов подполковник, Вячеслав Михайлович Ильин полковник. Асăннă юлташсене «Раççей патриочĕ» Асăну медалĕпе наградăланă. Ылтăн тĕс çинче пĕр енне «Патриотизм. Родина. Честь», тепĕр енне «За отличие патриотической деятельности» тесе çырнă. «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организацин пархатарлă пуçарăвĕсене Грамота тата Хисеп палли парса хакланă. Наградăсене правительствăн историпе культура центрĕн коллегийĕн председателĕ В.Фетисов контр-адмирал алă пуснă.

«Раççей патриочĕ» асăну медальне РФ Правительстви 2006 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче йышăннă постановленипе туса хунă. Унпа патриотла воспитани программине пурнăçлама самай курăмлă пай-тÿпе хывнисене наградăлаççĕ.

Эрик Васильевича вăрнарсем аван пĕлеççĕ, вăл уйрăмăнах çар ĕçĕн мероприятийĕсене активлă хутшăнать. Иван Николаевич та пирĕн района килсе çÿрет. Геннадий Александрович «Сыны Отечества» сборнике ултă кĕнекепе кăларнă, çĕр-шыв Геройĕсем çинчен тăватă кĕнеке çырнă, вĕсем пирĕн библиотекăсенче те пур.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика