Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп факелĕ – Ярмушка шкулĕнче

18 февраля 2014 г.

Сочи хулинче иртекен Хĕллехи XXII Олимп вăййисен факелĕ Ярмушкари вăтам шкула нарăсăн 13-мĕшĕнче Хăмăш шкулĕнчен куçрĕ. Класран класа куçакан факелпа кашни ача алăпа тытса сăн ÿкерттерчĕ.

Раççейпе Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă хыççăн савăнăçлă линейкăна Лавр пуç кăшăлĕ тăхăннă шурă тумлă виçĕ пирĕшти уçрĕ. Шкул директорĕ Е.Фролов, «Гвардеец» ЧРСОО членĕ, спорт ветеранĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Г.Герасимов шкула Олимп факелĕ çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, спортра тата вĕренÿре çитĕнÿсем сунчĕç.

Олимп талисманĕсен ячĕсене илнĕ 3 ушкăн хушшинче «Хаваслă Олимп вăййисем» пуçланчĕç. Ăмăртуçăсенчен чи маттуррисем Олимп вăййисен кашни тĕсĕ витĕр тухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем спорт ташшисемпе савăнтарчĕç.

Ярмушка шкулĕнче вĕренекенсем – чăннипех те спортăн çывăх тусĕсем. Кашни çулах спартакиадăра, спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче мала тухни çакна çитĕплетет. Роман Сорокин, Александр Емельянов, Татьяна Калошева, Анастасия Васильева, Давид Кротков, Денис Слонов, Андрей Семенов, Стас Матвеев, Кристина Михайлова тата ыттисем шкул, район, республика ятне çÿле çĕклерĕç!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика