Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ

18 февраля 2014 г.

Афганистанри юнлă хирĕçтăрусем çĕр-шыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Ку вăрçă кирлĕлĕхĕ пирки халĕ шухăшсем пĕр килмеççĕ пулин те, ун чухнехи çар çыннисем, салтаксем хăйсене хушнă тивĕçсене пĕр сăмахсăр, чыслăн пурнăçланă. Хамăр районтан çав тапхăрта çара илнĕ çамрăксенчен афган тăвĕсем хушшинче пынă хăрушă вăрçа 230-ăн лекнĕ. Тăваттăшне тăван тăрăха чĕрĕ-сывă таврăнма пÿрмен – ют çĕршыври тăнăç лару-тăрушăн кĕрешсе пуçĕсене хунă.

Вăхăт иртет пулин те, урăх çĕр-шывсенче интернационаллă тивĕçе пурнăçланă ентешсен паттăрлăхĕ манăçмасть. Вĕсем çинчен паянхи çамрăк ăрăва каласа парас, мĕн пур çынсене аса илтерес тесе февралĕн 15-мĕшне, Совет çарĕсене Афганистанран кăларнă куна, Астăвăм кунĕ тесе çирĕплетнĕ.

Кăçал çарсене кăларнăранпа 25 çул çитнине халалласа поселокри культурăпа кану центрĕнче Афган вăрçинче пулнă ентешсем тата вĕсен тăванĕсем, шкулсенчи кадетсен, çамрăк пограничниксен, спецназовецсен отрячĕсем тата ыттисем хутшăннипе ăшă тĕл пулу иртрĕ. Вăл вĕренекенсен отрячĕсем хатĕрленĕ хăйне евĕрлĕ парадпа уçăлчĕ. Строй хатĕрленĕвне кăтартнă май, командирсем Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен çар комиссарĕ Владимир Венедиктов умне рапортпа тухрĕç, ялавсем çĕклесе ушкăнпа утрĕç. Парада запасри майор, ДОСААФ-ăн Шупашкарти Калинин районĕнчи вырăнти уйрăмăн председателĕн заместителĕ Павел Иванов йышăнчĕ. Сăмах май, шăпах ку организаци, унăн районти филиалĕ астăвăм мероприятине йĕркелесе ирттерес ĕçре пысăк пуçару кăтартнă, тăкаксене пĕтĕмпех хăй çине илнĕ.

Тĕл пулу официаллă пайне çар комиссарĕ Владимир Венедиктов афганецсем ячĕпе каланă тав сăмахĕсенчен пуçларĕ. «Тавах эсир паянхи кун та хастар пулнăшăн, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре хăвăр тĕслĕхпе пулăшнăшăн», – терĕ вăл. Çар службине каясран тарса çÿрекенсем çулсерен сахалланнине, çав вăхăтрах вĕренĕве вăхăтлăх чарса салтака каяс текенсем нумайланнине те палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ДОСААФ организацин республикăри уйрăмĕн ертÿçисене пысăк пĕлтĕршлĕ мероприятие пĕтĕм чун-чĕрене хывса йĕркеленĕшĕн ырă сăмахпа асăнчĕ.

«Пирĕн истори юнпа тата тарпа çырăннă, çакă вăл пурнăç. Мĕн авалтанпах арçынсем хăйсен Тăван çĕр-шывне, çĕр çинчи тăнăçлăха хÿтĕленĕ. Аслашшĕсемпе ашшĕсен тивĕçне малалла çамрăк ăру тăсĕ. Вĕсем тĕлне синкерлĕ вăрçăсем, юнлă хирĕçтăрусем ан пулччăр кăна», – терĕ Вăрнарти чиркÿ настоятелĕ Александр атте те.

Афган вăрçинче пуçĕсене хунă ентеш-салтаксене асăнса пурте пĕр минутлăха шăп тăчĕç. Вырăнти краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова кашни çинчен уйрăммăн каласа пачĕ.

Канашри 10-мĕш шкул, Калининăри, Хапăсри тата Туçи Çармăсри шкулсенчи çамрăк армеецсен отрячĕсем плац-концертпа тĕл пулун конкурс программине уçрĕç, строй хатĕрленĕвĕ енĕпе пысăк ăсталăх кăтартнăшăн уйрăм парнесене тивĕçрĕç.

ДОСААФ организаци пуçарăвĕпе ирттернĕ патриотла юрăсен конкурсĕ районти шкулсенчен чылай отряда пухрĕ. Вăрнарти 1-мĕш, Калининăри, Туçи Çармăсри, Кульцаври, Çĕрпелти, Хапăсри, Чăрăшкас Хирлепри, Вăрман Кипекри, Мăн Явăшри, Канашри 10-мĕш шкулсен ушкăнĕсем хатĕрленĕ пултарулăх номерĕсенче – Тăван çĕр-шыва чикĕсĕр юратни, паттăр салтаксене мухтани, вĕсем пек пулма тăрăшни... Номерсем те тĕрлĕрен: кам сăвăсемпе салтак çырăвĕсене чуна тивмелле вуларĕ, кам юрăпа тыткăнларĕ, теприсем инсценировкăсенче вăрçă саманчĕсене кăтартрĕç...

Жюри патриотла юрăсен конкурсĕнче Канашри 10-мĕш, Вăрнарти 1-мĕш тата Туçи Çармăсри çамрăк армеецсен отрячĕсем мала тухнине палăртрĕ.

Тĕп ăмăртура вара, конкурсра тата строй хатĕрленĕвĕнче пухнă пĕрлехи балсене шута илсе, çĕнтерÿçĕсем – Калининăри шкулти пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕ. Вĕсене ДОСААФ организацийĕн Шупашкарти Калинин районĕнчи уйрăмĕн председателĕн заместителĕ Павел Иванов тĕп парнепе – пневматикăллă винтовкăпа – чысларĕ. Иккĕмĕш вырăнта – ку шкулти тепĕр ушкăн, çамрăк спецназовецсен отрячĕ, виççĕмĕшĕнче – Хапăсри шкулти пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕ.

И.ЯКОВЛЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика