Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя хавхалану аталанма чăрмантарать

14 февраля 2014 г.

Çут çанталăк тĕнчи куç умĕнчех улшăнса пыни тĕлĕнтерет. Уй-хир хальхи пек хыт-хура айĕнче выртман. Куçма арăмĕпе Партас Урини трактор кĕреймен кĕтеслĕхсене икĕ касăллă плугпа сухалатчĕç. Кенук тантăшăмпа плуг хыççăн чупаттăмăр. Шупка чечеклĕ çурăлакан тымарлă çимĕç пурччĕ. Çавăн фасолĕпе паранкине пылакшăн антăхса çиеттĕмĕр. Курăнмасть халь çав ÿсен-тăран, пĕтрĕ. Шăтăксенче юр пек шурă чĕрчун пурăнатчĕ. Çĕр мулкачи теттĕмĕр. Хĕл каçма йăвине çуршар витре пăрçа е урăх тĕрлĕ тырă тултарать. Кĕнекере те, телевизорпа та урăх курман эп çак чĕрчуна.

Уй-хире тухатăн та – симĕс кавирпе киленейместĕн, талккăшпех хуралса хытнă çумкурăк. Тырă пиçнĕ вăхăтра та тăри юрри, путене сасси илтĕнмест. Лав пĕккинчен çÿллĕ ыраш тĕлĕкре те курăнмасть. Кузнецов хушаматлă вырăс комбайнпа тырă маттур выратчĕ, пире, ача-пăчана, ĕç тупса пама пĕлетчĕ. Пилĕк уйра йĕтем хырса хатĕрлеттĕмĕр. Хам асăннă çак вырăнсене паян тесен паян тĕп-тĕрĕс кăтартма пултаратăп. Еврей Ваçлипе Шăнкăрч мучи капан хăпартса тăрлама ăстаччĕ. Эп хывнă капана та çумăр витереймест, пире ачаран çапла вĕрентнĕ. Çырмара çаран çулма хаваслăччĕ. Эп çарран чупнă çеремсенче халь пиçен, армути, кăшкар ути ашкăрать.

Ял хуçалăх министрĕ Чăваш енре ĕне-выльăх сахалланнăшăн кулянать. Анчах ялта пурнăç тума палăртнă майсем çинчен каламарĕ. «Советская Чувашия» хаçат хыпарланă тăрăх, тепĕр министрĕ, çÿлерехри, Мускавран Шупашкарти аэропорта килсе, хăй тавралли чиновникĕсемпе пĕрле пĕр миллион тенкĕлĕх хăналаннă. Пĕр кĕтÿ тына е вăкăр туянасси банкетра пĕтнĕ. Влаçрисем хăйсене хăйсем суя хавхаланупа хăпартлантарса улталанма хăнăхрĕç. Куçпăван сăпайсăрлăх, çук ÿсĕме пур тесе уявлани пире малалла аталанма чăрмантарать.

В.КОЖАНОВ.

Мăньял Хапăс.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика