Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлнă Ивник

12 февраля 2014 г.

Çавалкас Мăрат айлăмра вырнаçнă. Ял хушшипе Илепер юхса тухать, Мăн Çавала çул тытать. Çула май Авшак Элмене çитиех улăх-çарансене нÿрĕк парнелет. Витĕр иртен-çÿрен ку яла Лупашкари Мăрат тенĕ.

Чăвашсем вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ хыççăн Çавалкас Мăрат малтан Етĕрне уесĕнчи Нурăс вулăсне, каярахпа Çĕрпÿ уесĕнчи Кĕçĕн Кипек вулăсне кĕнĕ. Çапла Хусан кĕпĕрнинчи Нурăс вулăсĕпе Кĕçĕн Кипек вулăсĕ хушшинче патшалăх ĕçĕсемпе çÿрекен ямшăксем валли çул хывнă. Çав çул хальчченех Çавалкас Мăрат хушшипе иртет. Кунта Илепер юханшывĕ урлă кĕрнеклĕ кĕпер хывнă, кĕперĕн икĕ енĕпе чул сарса çула хытарнă. Кĕпер урлă Кĕçĕн Кипеке кайнă çĕрте, çурçĕр-хĕвелтухăç енче, хăрах урамра ултă хуçалăхăн кил-çурчĕ вырнаçнăччĕ. Пĕри уйрăмах палăрса таратчĕ. Тăн-тăн пÿрте чус витнĕ. Кил хушшине вырăсла хапхаран кĕмелле. Пÿртпе хире-хирĕç хĕçтимĕр витнĕ кĕлет. Хĕçтимĕрне хĕрлĕрех сăрăпа сăрланăччĕ. Çак килте ĕнтĕ Унтри Микулайĕн аслă ывăлĕ Ванюк çуралнă, унта ачалăхне ирттернĕ, Шупашкара вĕренме кайиччен ялта пурăннă. Пĕр енлĕ çак урам халĕ çук.

Пулас поэт Кĕçĕн Кипекри 8 çул вĕренмелли шкула çÿретчĕ. Эпир унпа хĕллехи вăхăтра, Илепер пăрĕ ансан, тăркăчпа ярăннă чухне тĕл пулаттăмăр. Вăл манран пĕр çул çеç аслă пулин те, кĕçех 8 çул вĕренсе пĕтерет, эпĕ вара тăватă çул çеç вĕренеттĕм-ха.

1927 çулччен Нурăспа Кĕçĕн Кипек хушшинче ямшăк чупатчĕ. Пĕкĕ çинче шăнкăрав хитре янăратчĕ. Лавçă тăтăшах Николай Андрейчăн урамри хĕçтимĕр витнĕ кĕлечĕ умĕнче лашине сĕлĕ çитеретчĕ, шăваратчĕ. Ямшăкпа Николай Андрейч пĕр-пĕрне çывăх палланă, вăрах калаçса ларатчĕç. Эпир, ача-пăча, урамра шăнкăрав сасси илтсенех Ивниксен тĕлне чупаттăмăр.

Ванюк ашшĕ вăтам хресчен шайĕнче йÿнеçтернĕ. Вĕсен икĕ ывăл, икĕ хĕр пулнă. Совет влаçĕ хресчене çĕр панă, лаша тытса вăй хурса ĕçленĕ çемье тутă пурăннă.

1929 – 1930 çулсенче хресченсем ялти хурал çуртне (ăна застава тетчĕç) кашни каçах пухăнса çурçĕрчченех юмах яратчĕç. Кулаксем саракан элеклĕ хыпарсене сÿтсе яватчĕç. Хĕрсе тавлашса каятчĕç. Пире те, шкул ачисене, хăваламан, итлеме питĕ интереслĕччĕ. Чĕлĕм тĕтĕмĕ явăннăран алăка кăштах уçатчĕç, мунчари пек ăшăра, урайĕнче лараттăмăр. Николай Андрейч сăмах вакламастчĕ, ыттисене тимлĕн кăна тăнлатчĕ. Çапах та вăл «Колхоза кĕмелле-и, çук-и;» текен ыйтупа иккĕленни уççăнах палăратчĕ. 1931 çулта çурчĕ-йĕрне сутса Çĕпĕре куçса кайрĕ. Ашшĕ вырнаçнă Урал тăрăхĕнчи çĕр-шывра каярахпа Иван Ивник та пулнă. Çав вырăнти çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă, курни-илтнине манман. Çакă поэтăн «Киркка Иленĕ», «Павлик Морозов» поэмисенче, «Чапай», «Тинĕс», «Кивĕ Бухара», «Çирĕм улттă» сăввисенче уççăн курăнать.

Поэта пысăк чăтăмлăх, ăсталăх, пултарулăх, анлă тавракурăм кирлĕ. Тăван çĕр-шыва та, ют çĕр-шывсенчи пурнăçа та лайăх пĕлес пулать. А.С.Пушкин, М.Ю.Лермонтов, Сергей Есенин, Владимир Маяковский, Александр Блок тĕнче курса çÿреме юратнă. Пирĕн Ивник те вăтам Азире, Çĕпĕрте, Оренбургра, Украинăра, ытти чылай çĕрте çаврăнса çÿренĕ. Çавăнпа нумай пĕлнĕ. 1934 – 1941 çулсенче çав тери тухăçлă ĕçленĕ. Çав çулсенче эпир, Çавалкас Мăратри çамрăксем – Архип Краснов, Иван Лисицын, Михаил Тихонов, Григорий Петров – П.Хусанкайăн, В.Рзайăн, Уйăп Мишшин, Илья Тукташăн, Андрей Петоккин, Иван Ивникăн çĕнĕ сăввисемпе поэмисене пĕрле пухăнса вулаттăмăр. Халăх юмахĕсене çырнă тетрадьсене пухаттăмăр. 1934 çулта «Çутталла» колхозри литература кружокĕ майăн 1-мĕшĕ тĕлне алăпа çырса «Хунав» журнал кăларчĕ. Ăна пысăк пухура сцена çинчен вуларăмăр. Ватă колхозниксем Григорий Гаврилович, Петр Данилович, Петр Федорович, Александр Осипович ура çине тăрса алă çупма тытăнсан, залри мĕнпур халăх ура çине тăрса алă çупни кĕрлесе кайрĕ.

Литкружок членĕнче тăнă çамрăксем халĕ çук. Вĕсем, маттур комсомолецсем, Тăван çĕр-шыва фашистла Германи тапăнса кĕрсен малтанхи эрнерех фронта тухса кайрĕç, вăрçăран таврăнаймарĕç. Иван Ивник нумай паха произведени çырса хăварнă пулĕччĕ. 1942 çулхи майăн 28-мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Чирĕ иртес çуккине Ивник лайăх пĕлнĕ. Чаплă поэт-лирикăн, поэт-юрăçăн, поэт-тĕпчевçĕн, поэт-критикăн, поэт-юмахçăн, куçаруçăн ĕçне-хĕлне пирĕн манма юрамасть. Пĕр сăввинче поэт (1937 çулта çырнă) çапла каланă:

... Хам пирки калатăп эп. Пĕлесчĕ,

Мĕнлерех пахалĕç сăвăçа;

Кам пĕлет, нумай та иртмĕ, эс, тен,

Пĕр сăмахсăр юлăн манăçа;..

«Вăхăт чылай иртрĕ, литературăна çĕнĕ поэтсем килсех тăраççĕ, анчах И.Ивник те вĕсен йышĕнчех», – тесе çырать Г.Воронцов тĕпчевçĕ. Çакăншăн ăна пирĕнтен, поэтăн тахçанхи тусĕсенчен, чунтанах тав тăвас килет.

Т.БЕЛОВ-ШЕЛЛИ,

ĕç ветеранĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика