Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕслĕхлĕ пултарулăх

12 февраля 2014 г.

Ивник – чăваш халăхĕн Константин Иванов хыççăнхи чи сахалрах пурăннă юрăçисен йышĕнчен. Вăл ĕмĕрĕн чĕрĕк çеç пайĕнче çавăн чухлĕ пархатарлă ĕç тума пултарни тĕлĕнтерет. Пурнăçĕ, кун-çулĕн вĕçĕнчи чăтăмлăхĕ епле хăватлă! 1942 çулта выртмаллипе выртса та çыраять («Тăшман ăмсаннă пĕрре мар», «Ылхан» поэмин пуçламăшĕ). Сыватайми чирпе пĕр çул кăна мар асапланнă-çке...

Вăрнар ентешлĕхĕ поэтăмăрăн 100 çулне чыслать. Шкулсенче, вулавăшсенче поэзи уявĕсем иртеççĕ. Ача-пăча, хĕрупраçпа яш-кĕрĕм унăн хаваслă юррисене шăрантарччăр, çепĕç туйăмлă, вĕри чунлă сăввисене нумайрах та нумайрах пăхмасăр калама вĕренсе çунатланччăр. Çав вăхăтрах лирикипе чапа тухнă çыравçăн ытти енлĕ пултарулăхне те астăвасчĕ. Поэт хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче çут тĕнчене курса çаврăнма хытă хыпкаланнă, Вăтам Азире, Каспи тăрăхĕнче Мĕтри Кипекпе пĕрле çÿренĕ. Ивник – талантлă куçаруçă (куçарăвĕн шедеврĕсене – М.Исаковскин чăвашла та халăх юрри пулса тăнă «Катюши», А.Пушкин, М.Лермонтов, С.Есенин поэмисем – вĕренекенсемпе пĕрле тишкерсен аванччĕ). Пуян пирĕн чĕлхемĕр. Чăвашла кирек мĕнле чĕлхерен те чипер куçарăнать. Çакна эпĕ пуçласа Ивник куçарăвĕсене вуланăран ăнланнă. Ивник – халăх ĕçĕн хастарĕ (Раççей телеграф агентствин Чăваш Республикинчи корреспонденчĕ, наукăпа тĕпчев институтĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ, паллă литераторсемпе, хаçат-журналпа çыхăнса тăни). Ивник – тĕпчевçĕ (фольклор çÿпçинчи пай-тÿпи, критика статйисем). Пирĕн район хаçатĕнчи литература страницисене те тишкернĕ, çамрăк авторсене вĕрентсе хавхалантарма пĕлнĕ. Вăлах чăваш совет поэзийĕн антологине пухса кĕнекепе кăларнă. Вăрнар ентешлĕхĕн халĕ Иван Ивник ячĕпе хисепленекен преми пур.

Ман килти архивра Авшак Элменти Терентий Хрисанович Белов 1984 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче çырса хунă асилÿ сыхланса выртнă. Ăна вулакансене сĕнетĕп.

М.ЯМАНДАЙ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика