Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса чĕнетĕп

10 февраля 2014 г.

Вăрçă ачисен февралĕн 1-мĕшĕнчи митингне çĕр çын ытла тухрĕ. Пĕр-пĕрне паллакансем пулчĕç. Асилмеллисем тупăнчĕç. Кулăшли те, хурланмалли те хамăрпа пĕрлех пирĕн.

Мĕн кăна ярса хыпман-ши эпир выçă хырăма улталасшăн. Хирте хĕл каçнă çĕр улмине çуркуннехи пылчăкра шыраса пирĕнтен нумайăшĕ нушталаннă. Пыл курăкĕн те (медуница) улми пурччĕ. Çуркунне вăрманта хитре кăвак çурăлать. Наркăмăшлă мар, çиме юрать, тенĕ. Çывăхра кĕпçе хăвармасăр Çавал хĕррине чупаттăмăр. Тăваткал кĕпçе тутана хытă ăшалатчĕ, хăмпăлантарса ыраттаратчĕ. Ăш-чикре мĕн хăтланнă-ши; Ачаран гастрит туяннисем кайран шыçăпа чирлесе вилетчĕç. Çăва тухнă майăн эпир тутанса пăхман çеçке юлман. Çырлашăн çырмана, вăрмана чупнă – çĕр çырли, хурăн çырли, хăмла çырли пухнă. Кăвар çинче ăшаланă юман йĕкелĕ тутлăччĕ. Кам пултарнă – хыççăн уйран тăварласа ĕçнĕ. Вĕтĕ пулла ăçта тытнă, çавăнтах майлаштаркаласа хыпнă.

Хамăр хушăра путишле мыскара аса килчĕ. Пирĕн ял çырма-çатраллă. Маншăн виçĕ кĕперĕ те куç умĕнче: Тукас кĕперĕ, Çÿçелĕх кĕперĕ, Анатри кĕпер. Ку тĕлте районта лайăх пĕлнĕ хисеплĕ хирург Василий Николаевич Кожанов çуралса ÿснĕ. Вăт çак вырăнта пĕррехинче мăньял-хапăссем ик алла шарт та шарт çапса тĕлĕнсе чарăнаççĕ. Кĕпер карлăкĕнчен çĕр улми çакăннă! Шурă хут çине шултăра сас паллисемпе «Урăх чăтаймастăп – хăть çакăнса вилем! Мана вакласа вун икĕ тĕрлĕ апат тăваççĕ-çке-ха!» тесе çырса хунă.

Çĕр улми – чăнах та иккĕмĕш çăкăр. Пире, вăрçă ачисене, хура çăкăртан кая мар тутлăн туйăннă, курăк шăтиччен самай тăрантарнă. Çĕр улми ăнăçсан – аптрамастпăр. Влаçри пĕр пысăк чин Шупашкара килсен: «Чăваша пĕтереймĕн – чăвашăн çĕр улмипе уйран пур», тенĕ пулать. Хутпа кăранташ илсе юри сĕтел хушшине лартăм. Çĕр улмирен вун тăватă тĕрлĕ апат шутласа кăлартăм. Эп сире, вулакансене, конкурса чĕнесшĕн: камăн миçе тĕрлĕ апат тухма пултарать; Çĕнтерÿçĕсене валли парнесем палăртма пулать.

Пире улттă-çиччĕрех уя пучах пухма илсе тухатчĕç. Вун иккĕ-вун виççĕре тырă вырма ана виçсе паратчĕç. Çурла тытма вĕрениччен хăмăла икĕ алăпа туртса тăпăлтараттăмăр. Авăн çапнă кунсемпе каçсенче молотилка тусанне мĕн чухлĕ çăтнă-ши, куçсем çавăнпах пуль иртерех начарланчĕç. Татăк çăкăршăн пайтах тарланă. Çăкăра çÿп-çап ещĕкне пăрахнине курсан чĕре çурăлать.

Зоя БАРАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика